![]() Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерте пысӑк ӗҫ пырать — кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума тытӑннӑ. Аслӑ Пинер ялӗнчи шкул 1892 ҫулта уҫӑлнӑ. 1925 ҫулта шкулӑн ҫуртне хӑпартса ҫитернӗ. 1961 ҫулта вара хальхи кирпӗч ҫурта тума тытӑннӑ. Кӑҫал вара Аслӑ Пинер шкулӗ валли кирпӗчрен ҫӗнӗ капӑр ҫурт хӑпартма пуҫланӑ. Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пурӗ 160 ача вӗренме пултарайрать. Шкулта газпа ӑшӑтакан котельнӑй, гараж пулӗ. Хальхи вӑхӑтра 1-мӗш хутӑн стенине хӑпартаҫҫӗ. Ӗҫе УӖСО «Урмарская» (чӑв. «Вӑрмарти») АХО пурнӑҫлать, пурӗ 18 ҫын вӑй хурать, техника шучӗ — 3. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 45 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тума палӑртаҫҫӗ. Шӑнтиччен тулашри ҫыхӑну ӗҫӗсене туса ҫитересшӗн: газпа шыв пӑрӑхӗсене хурса тухасшӑн, каяш шывӗсен системине тӑвасшӑн, ӑшӑ кӗртекен системӑна вырнаҫтарасшӑн. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленнӗ май ҫанталӑк ӑшӑпа хавхалантармасть пулин те ҫурта хӑпартакансем ӗҫе пӑрахмаҫҫӗ, вӑй ҫитне таран ӗҫ тӑваҫҫӗ. Аслӑ Пинер шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тепӗр ҫул, 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче хута ямалла. Ваттисем калашле, ӗҫӗ йӗплӗ пулин те, ҫимӗҫӗ сиплӗ пултӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Чӑваш Ен Пӗлӳ кунне уявлать! Шкул ачисем, студентсем тата вӗсен ӑсне ӳстерекен вӗрентекенсем! Пӗлӳ кунӗ ячӗпе сире пӗтӗм чунтан саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ӑнӑҫусемпе тата ҫитӗнӳсемпе тулли пултӑр! Тӑрӑшса вӗренсе пухнӑ пӗлӳ сая ан кайтӑр, ӳлӗмхи пурнӑҫра пулашсах тӑтӑр! Чӑваш Енре паян 13 пин ача (пӗлтӗр 12 600) пӗрремӗш хут пӗрремӗш класа кайӗ. Ӑнӑҫу вӗсене! Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 505 шкул (вӗсенчен вуннӑшӗ — каҫхи шкулсем) ӗҫлӗ, 129 пин ача вӗренме ҫӳрӗ (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 509 шкул, 11 каҫхи, 128 600 ача). 86 пин ҫамрӑкҫын профессиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухӗ. Чӑваш Енре пуҫламӑшрисем — 11, вӑтаммисем — 31, аслисем — 24. Професиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче пурӗ 4,3 пин ҫын ӗҫлӗ. Шкулсенче, калама манса кайнӑ — 9,5 пин ҫын вӑй хурӗ. Пирӗн пӗрлӗх тепӗр хут пурне те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлать! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурлан 27-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ интернет-педканаш хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн ирттерекен ҫак форум кӑҫал 6-мӗш хут чӑваш чӗлхипе литературине, культурӑна тата ытти хӑш-пӗр предмета вӗрентекенсене пуҫтарать. Яланхи пекех педагогсем инҫет канашлура тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем сӳтсе яваҫҫӗ, вӗренӳ институчӗпе тата ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗрле уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Самаях кӑткӑс ыйтусене татса парас ӗҫре Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикн министерстви те хастаррӑн хутшӑнать. Педагогсен интернет педканашне яланхи пекех Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ йӗркелесе пырать. Кӑҫалхи форумра 9-мӗш тата 11-мӗш классем патшалӑх экзамӗнӗсене мӗнле тытнине тӗпчес, ачасене изложенипе сочинени ҫырма вӗрентес, ачасен чӑвашла хутшӑнӑвне аталантарас ыйтусем тата чӑваш педагогӗсем валли тухса тӑракан пӗрремӗш «Шкулта» электрон журнал тавра пырӗ. Интернет педканаш хӑйӗн ӗҫне авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетме палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем! Сире Пӗлӳ кунӗ ячӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри мӗн пур вӗренӳ заведенийӗ хӑйӗн вӗренекенӗсене хапӑл туса йышӑнать, ҫавна май шкул ачисем, техника професси училищисемпе колледжсенче вӗренекенсем, аслӑ шкул студенчӗсем пӗлӳ тӗнчине ҫул тытаҫҫӗ. Ҫав асамлӑ ҫул шкултан е аслӑ шкултан вӗренсе тухнипе кӑна вӗҫленмест. Ахальтен мар вӗт халӑх ӑслӑлӑхӗ: «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тесе вӗрентет. Лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ, тӗрлӗ енлӗ професси вӗренӗвӗ, пӗрмаях ҫӗннине пӗлме тата хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшни кирек камшӑн та ҫитӗнӳ тумалли майсем пулса тӑраҫҫӗ. 13 пине яхӑн пирӗн пӗчӗк гражданин хӑйӗн пурнӑҫӗнче шкул алӑкне пуҫласа уҫать. Ачасенчен ытларахӑшӗ пӗлӳ тӗнчипе ача садӗнче паллашма пуҫланине пурте пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та мӗн пур пӗчӗк ачанах шкулчченхи вӗренӳ учрежденине ҫӳреме майсем туса парасси Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе Правительство комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗн республикӑри районсемпе хуласенче 2014 ҫул вӗҫӗ тӗлне 24 ҫӗнӗ ача сачӗ туса лартмалла, юсаса ҫӗнетекеннисене те шута илсен, 48 хушма ача сачӗ уҫӑлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Раҫҫей шайӗнче тӑван чӗлхе учителӗсен ӑста урок конкурсне ирттерес йӑла ҫирӗпленчӗ. Чӑваш Республикин тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫак мероприятие улттӑмӗш хут хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи ӗҫе хутшӑнма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе кашни икӗ ҫулта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗ чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» конкурсне ирттереҫҫӗ. Чӑваш Республикин ятне хӳтӗлеме Саранск хулине кӑҫал 2012 ҫулхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Муркаш районӗн Калайкассин вӑтам шкулӗн учителӗ Степанов Александр Марсович тухса кайрӗ. Конкурса хутшӑнакансем малтан Мускавра куҫӑмсӑр тур тухаҫҫӗ. Вӑл тура тухма конкурсантсем «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссе, учитель хӑйӗн ӗҫне тишкерсе ҫырнӑ справка, вырӑсла ҫырнӑ урок конспекчӗсемпе класс тулашӗнче иртнӗ мероприятисен сценарийӗсене, пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе статья оттискӗсене ярса параҫҫӗ. Кирлӗ чухлӗ балл пухсан вара куҫӑмлӑ тура хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен культура хутшӑнӑвне танлаштарса вӗрентмелли тӗп мелсемпе меслетсене кӑтартса парасси пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗп хуламӑрти Маяковский ячӗллӗ Тӗп вулавӑш системи нумай пулмасть 1100 кӗнекепе пуянланчӗ — кун пек пысӑк парнене Чантӑр ХВХТ (Халӑхӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗ, выр. ТОС) председателӗ Элида Борисовна Султанова тунӑ. Терлӗрен кӗнеке пур унта: фантастика та, детектив та, приключениллисем те. Вулавӑш ӗҫченӗсем кӑсӑк сюжетлӑ хайлавсен вулаканӗсене тупӑнаҫҫех тесе шутлаҫҫӗ. Вуласа тухнӑ кӗнекесем пурин те пур. Енчен те вӗсем сирӗн тусан ҫеҫ пуҫтарса выртаҫҫӗ пулсан Маяковский ячӗллӗ вулавӑш системи кӗнекесене йышанма яланах хатӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хӗвел электростанцийӗ умӗнче Нумаях пулмасть, ҫурлан 20-мӗшӗнче, ЧПУ тӗп корпусӗн тӑрринче хӗвел электростанцийӗн аморфлӑ кремнийлӗ ҫӳхе пленка ҫинче никӗсленекен модулӗсене хута ячӗҫ. Ҫак ӗҫе туса ҫитерме Италирен ятарласа килнӗ Pramac фирмӑн специалисчӗсем Неглиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро та хутшӑнчӗҫ. Хӗвелпе ӗслекен опытлӑ электростанци модулӗсем кӑларакан электроэнерги университетри лабораторие кайӗ. Кунти ӑстасем ҫанталӑка кура энерги пахалӑхӗпе калӑпӑшӗ епле улшӑнса тӑнине сӑнаса тӑрӗҫ. Ӗҫе вӗҫленӗ май университет ректорӗ ют патшалӑхран ҫитнӗ специалистсемпе тата ҫак ӗҫе хутшӑннӑ «Хӗвел» МТЯО ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Калаҫӑва пуҫарнӑ май В.Г. Агаков пурне та тав турӗ, электроэнергие урӑх майпа туса илмелли меслетсен тӗпчевне малашне те пӗрле туса пыма сӗнчӗ. Сӑмах май, пирӗн университет ку енпе Раҫҫейри ытти аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ӗҫлет. 13 преподаватель «Ҫӳхе пленкӑллӑ хӗвел фотоэнергийӗ» программӑпа А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институтӗнче тата Санкт-Петербургри «ЛЭТИ» патшалӑх техника университетӗнче ятарласа пӗлӳ пухнӑ. «ЛЭТИ» университетра хальхи вӑхӑтра вара 15 магистрант хӑйсен пӗлӗвне туптать — дипломӗсене вӗсем Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата «Хӗвел» ТИЯО-ра хӳтӗлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурлан 18-мӗшӗнче (шӑматкун) Шупашкарта велочупу иртмеллеччӗ — ӑна республикӑн тӗп хули кунне халалласа йӗркеленӗччӗ те, анчах ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула вӑл кун ирттерме май пулмарӗ. Ҫапла май велочупӑва авӑнӑн 29-мӗшне (юнкуна) куҫарнӑ. Волосипедҫӑсен маршручӗ Чапаев палӑкӗ патӗнче пуҫланӗ те Хӗрлӗ тӳремре вӗҫленӗ. 19 сехет те 45 минутра велочупӑва хутшӑнакансем йӗркене тӑрӗҫ, 20 сехетре вара ҫула тухӗҫ. Ҫул тӑршшӗпе йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ, васкавла пулӑшу бригадисем ӗҫлӗҫ. Велочупӑва пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — хула администрацийӗ пурне та йыхравлать! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Дрезден (Германи) хулинче чи вӑрӑм автобус ҫула тухнӑ. Хальлӗхе ун ӗҫне хула ҫумӗнчи маршрутсенче тӗрӗслеҫҫӗ кӑна пулин те, вӑл тӗнчере чи вӑрӑмми шутланать — 30 метр. Ҫӳллӗшпе сарлакӑшӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑмасть — 2,55 тата 3,4 кӑна. Фраунгофер институчӗ хатӗрленӗ автобус пурӗ 256 ҫынна илсе ҫӳреме пултарать. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна автотрамвай ят панӑ вӗсем. Автобуса шухӑшласа кӑларнӑ май ҫутҫанталӑка упрассине тӗпе хунӑ — ахаль двигательсӗр пуҫне ун ӑшӗнче электромотор пур. Электричество вӑйӗпе вара ҫак вӑрӑм автобус 8 ҫухрӑм таран кайма пултарать. Институт директорӗ Маттиас Клинкӗр пӗлтернӗ тӑрӑх ку автобус хаклӑ трамвайсене ылмаштарма пултарӗ. Проектпа Германире ҫеҫ мар, Раҫҫейре те кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Пирӗн хуласенче пӑкӑланнӑ ҫулсемпе епле ҫӳрӗ-ши? — ҫак ыйту ҫеҫ пӑшӑрхантарма пултарать пуль. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Асхва шкулӗ космосран пӑхсан 2012-13 вӗренӳ ҫулӗнче Асхва ачисем хӑйсен ялӗнчи шкула вӗренме ҫӳреймӗҫ, Вырӑскас Пикшиха кайма тивӗ. Ку ял Канаш–Шупашкар ҫулӑн тепӗр енче вырнаҫнӑ пулин те утмалӑх пур — пӗр ҫухрӑм. Тӑван ялти шкула хуптарас мар тесе ҫурлан 14-мӗшӗнче Асхва пуҫламӑш шкулӗнче ял халӑхӗ пухӑнчӗ. Вӗсемпе калаҫма Канаш район администрацийен пуҫлӑхӗ Софронов В.В., унӑн ҫумӗ Егоров А.Н., укҫа-тенкӗ пайӗн начальникӗ Поляков А.Н. тата ыттисем килнӗччӗ. Потрбительсен прависене хӳтелекен тата ҫын ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан федераллӑ служба управленийӗн Канаш хулинчи вырӑнти начальникӗ Егоров Вячеслав Геннадьевич ӑнлантарса панӑ тӑрӑх шкула лицензи паман сӑлтавсем ҫаксем пулса тухнӑ: тамбурта ӑшӑ ҫук, потолок ҫӳллӗшӗ тивӗҫлинчен пӗчӗкрех, шкула шыв кӗртмен, ҫавӑн пекех классенче раковинӑсем ҫук иккен. Шкул картинче ҫуп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем тата вӑй-хал культурине аталантармалли лаптӑк ҫук. Шкулти сӗтел-пукана та ылмаштармалла. Софронов В.В. сӑмахне ӗненсен шкулти лару-тӑрӑва юсама 2013 ҫул валли 500 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |