![]() Раҫҫейре астаракан вӑйӑсене хирӗҫлекен саккун йышӑннӑранпа икӗ ҫул ытла ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗршыври хӑшпӗр регионсенче анчах укҫалла выляттарма ирӗк панӑ. Чӑваш Републикине вӗсен шутне кӗртмен. Ҫапах та «тупӑшлӑ ӗҫ» саккуна хирӗҫлет пулин те, нумайӑшне илӗртет. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫ-пуҫа чарас тӗллевпе час-часах тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Вӑрттӑн ӗҫлекен казиносене те тупаҫҫӗ. Паллах, вӗсене улах ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ, алӑк умне казино тесе ҫырса ҫакмаҫҫӗ, интернет-кафе тесе палӑртаҫҫӗ, е мӗн те пулин урӑххи — кам мӗнле пӗлет, саккуна ҫапла пӑсать. Унсӑр пуҫне вӑрттӑн ҫӗре пули-пулми ҫынна кӗртмеҫҫӗ: ялан ҫӳрекенсем, паллакансем валли анчах ҫул уҫӑ. Йӗрке хуралҫисем черетлӗ рейдра 20-е яхӑн салон тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсенчен 4-шӗ анчах ӗҫленӗ пулнӑ. Хӑшне-пӗрине йӗрке хуралҫисем выляма пынӑ ҫын пек кӗнӗ, шала кӗртмен ҫӗрте алӑкӗсене уҫас тесе ятарлӑ хатӗрсемпе те усӑ курма тивнӗ. Казино уҫакансене саккунпа килӗшӳллӗн айӑпласа явап тыттарӗҫ. |
![]() Кӑҫал чӑваш халӑх поэчӗ, Максим Горький тата Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ. Палӑк эскизӗсен конкурсне ирттерес пирки Чӑваш республикин культура министерствипе тӗп хула администрацийӗ ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Палӑка ӑҫта вырнаҫтарасси паллӑ ӗнтӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 5-мӗш вӗренӳ ҫурчӗ умӗнче Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ сквер пулӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн кӳлепи вара шӑп ҫавӑнта, хӑй ячӗллӗ культура керменӗ патӗнче пулӗ. Эскизсен прекчӗсене йышӑнса пӗтернӗ, халӗ вара вӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче суйлама тӑратнӑ. Кунта Владимир Нагорнов, Владислав Немцев тата Петр Пупин ӗҫӗсемпе паллашма пулать. |
![]() 250 яхӑн ӳнер ӗҫӗ — кунта графика та, скульптура та, ҫӗвӗ-тӗрӗ те, йывӑҫран касса кӑларнӑ ал-ӗҫ хатӗрӗсем те. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлчӗ. Ҫакӑн йышши курава республикӑри ӳнерҫӗсен пӗрлешӗвӗ кашни ҫулах йӗркелет. Кӑҫал унта республика тулашӗнчи художниксем те хутшӑнаҫҫӗ. Тава тивӗҫлӗ ӑстасен ӗҫӗсемпе юнашарах — ҫамрӑк авторсен ӳкерчӗкӗсем. Кӑҫалхи куравра вӗсем ҫурри таранах. Ҫамрӑксен ӗҫӗсене аслӑрах ӑстасеннинчен уйӑрса илме йывӑр мар, тавракурӑмӗ урӑхларах. Портрет, пейзаж ӳкерчӗкӗсемпе юнашарх чӑваш тӗррисем, тӑмран тунӑ савӑт-сапа, графикӑпа мозаика курава хӑйне май илем, асамлӑх кӳреҫҫӗ. Кӑҫалхи курава ҫӗнӗлӗх те кӗртнӗ. Ӳнерҫӗсем реабилитаци центрӗнчи, ача сачӗсенчи, шкулсенчи ачасем валли мастер-классем ирттерӗҫ. Вӗсен тӗллевӗ ҫамрӑксене ӳнер ӗҫӗпе кӑсӑклантарасси, пултарулӑх ҫул-йӗрне тупма пулӑшасси. |
![]() Сылтӑм енчи Обогрелов, тепри юлташӗ Улатӑрти ял-колонири ирӗкрен хӑтарнӑскер хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Нумаях пулмасть вӑл ирӗке тарма тӑнӑ. 30 ҫулхи Обогрелов Андрея наркӑмӑшпа айкашнӑшӑн услӑвлӑ айӑплавпа 1 ҫул та 8 уйӑх панӑччӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӑна ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Юпан 21-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн юлташӗпе карта урлӑ сиксе каҫнӑ, тарӑва пикеннӗ. Йӗрке сыхлавҫисем вӗсене ҫав куннех Улатӑрта тытса чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн Обогрелова колонири штрафниксен изоляторне лартнӑ. Ушкӑнпа тарнӑшӑн ӑна тепӗр 5 ҫул хушса пама пултарнӑ. Явапран хӑтӑлас тесе вӑл ҫакӑнма шут тытнӑ. Йӗрке сыхлавҫисем ун пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма ӗлкереймен. Хальлӗхе Республикӑри следстви комитечӗ экспертизӑсем тума йышӑннӑ, тӗрӗслевсем ирттеҫҫӗ. |
![]() Юмахсен каруселӗ каллех Шупашкарта. Пукане театрӗсен Йӑлана кӗнӗ фестивалӗнче хальхинче Тула, Волгоград, Саранск, Чаллӑ Ҫыртан килнӗ хӑнасем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Паян вара Чӑваш пукане театрӗнче семинар иртет. Унта тӗрлӗ хулари театрсем ыр кӑмӑллӑх проекчӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Фестиваль пӗр эрне пырӗ. Тула хулинчи пукане театрӗ Шупашкарта пӗрремӗш хут. Уява вӑл «Сказки у самовара» спектакль илсе килнӗ. Ӑна лартакансем вырӑс халӑхӑн чун-хавалне кӑтартас тенӗ, ҫавӑнпа та артистсен ҫи-пуҫӗ тӗсӗ, хурӑмӗ Тулӑри Филимоново теттисем евӗрлӗ. Спектакле урӑх чӗлхесене те куҫарнӑ. Юмахсен каруселӗ фестивальте артистсем спектакльсем кӑтартнисӗр пуҫне мастер-классене хутшӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗн Надежда Алферован пултарулӑх каҫӗ пулӗ. |
![]() Конференцире Паян, юпан 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски шкулӗнче (Пархикасси ялӗнче вырнаҫнӑ) Юрий Филиппович Ефимов ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа конференци иртрӗ. Мероприяти кӑнтӑрла иртсен, 2 сехетре пуҫланчӗ. Шкулти акт пӳлӗмне халӑх туллиех пуҫтарӑнчӗ. Кунта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен килнӗ ӗҫтешӗсем, тӑванӗсем, пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсем, шкул ачисем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни хӑйӗн сӑмахӗнче ӑсчаха тивӗҫлӗ хаклама тӑрӑшрӗ — ун кун-ҫулне, ӗҫне, тӗпчевре хӑварнӑ йӗрне уҫса пачӗ.
Ефимов Юрий Петрович — Ҫӗньял Покровски ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш чӗлхеҫи. Ҫут тӗнчене вӑл 1941 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче килнӗ, 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Юрий Петрович Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. |
![]() Куславкка районӗнчи паллӑ фермер Василий Семенов 2009 ҫултанпа купӑста фестивальне ирттерет. Малтан ӑна Карач ял тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ, унтан вӑл Куславкка хулине куҫнӑ, республика шайне ҫитнӗ. Кредит илсе пысӑк стройка пуҫланӑран Василий Николаевич уяв тума кӑҫаллӑха тӑхтас, ӑна ҫитес ҫула куҫарас тӗллевлӗччӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн Чӑваш Енри филиалӗ вара вӑй-халне шеллемен фермера пулӑшма шухӑшларӗ. Ҫапла май вара кӑҫалхи фестиваль Шупашкарта иртрӗ. Василий Николаевичӑн ырӑ пуҫарӑвне малалла аталантарса банк пархатарлӑ ӗҫ турӗ. Халӑх йӑлине манӑҫтарманни ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса купӑста тӳсе йӳҫӗтесси ӗлӗкех пулнӑ, вӑл чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Чӑваш кирек мӗнле ӗҫе те пӗччен-иккӗн мар, йышпа (нимелле) пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа ывӑннине туйман, ӗҫӗ те ӑннӑ. Хамӑр ҫитӗнтернӗ экологи енчен таса пахча ҫимӗҫе йӑран ҫинченех йӳнӗпе сутни мӗн усси? Ӑна вырӑнта тирпейлесе хӗл каҫипе тупӑшлӑ вырнаҫтарни лайӑхрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар хула тата Мускав район ертӳлӗхӗпе пӗрле хула урамӗсенчи нумай хутлӑ ҫуртсен картишӗсене мӗнле тирпейлесе тӑнипе кӑсӑкланчӗ. Унӑн ҫулӗ Пирогов урамӗнчи 8-мӗш, 8/1-мӗш, 12 тата 12/1-мӗш, 22-мӗш ҫуртсем патне выртрӗ — кунта таса, тирпейлӗ, хӑтлӑ. Ҫак урамри ҫуртсен хушшинчи ҫулсене, тротуарсене юсама, уйрӑм ҫынсен ҫӑмӑл автомашинисем валли парковкӑсем тума тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн республика бюджетӗнчен 1 млн та 860 пин тенкӗпе туллин усӑ курнӑ: 2442 тӑваткал метр асфальт ҫула юсаса ҫӗнетнӗ, 1700 тӑваткал метр ҫӗнӗрен сарнӑ. Подряд организацийӗ пӗтӗм ӗҫе пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫланӑ. Машинсене тӑратмалли вырӑн йӗркелес ӗҫ те малалла пырать. Ҫу вӑхӑтӗнче «Мирный-1» тытӑм компани нумай хутлӑ ҫуртсен тӑррисене комиссипе тӗрӗсленӗ, кивелнисене, шыв юхтараканнисене ҫӗннипе улӑштарнӑ, стропилӗсене ҫирӗплетнӗ. Халӗ хваттерсенче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантармасӑр шыв, ӑшӑ пӑрӑхӗсене юсаҫҫӗ. Ҫынсем ӗҫпе те, пахалӑхпа та кӑмӑллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ ачасене «Тупмалли юмахсем» интернет-вӑййа хутшӑнма йыхравлать. Вӑйӑ тӗллевӗ — тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыраса тупасси. Пуҫламӑшӗ ыран — юпан 25-мӗшӗнче. Ҫитес эрнери тунтикун юпан 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Вӑйӑ http://tupmalli.yumah.ru адреспа иртет. Кашни хутшӑнакана 10 ҫӑлтӑрпа тивӗҫтерӗҫ. Кашни йӑнӑш хуравшӑн ҫӑлтӑрсен шучӗ пӗчӗкленсе пырӗ — вӑйӑ вӗсем юлмиччен тӑсӑлать. Ҫавӑн пекех 2009 ҫулта иртнӗ вӑйӑпа танлаштарсан кӑҫалхинче темиҫе уйрӑмлӑх пур — тупсӑмсене шырама пурӗ те 30 минут ҫеҫ панӑ; 2 тӑхтав тума ирӗк пур; тупмалли юмах йышне ӳстернӗ. Вырӑнсене палӑртма миҫе ахах пуҫтарнине шута илӗпӗр. Мала тихнисене (1-5 вырӑнсене) вара парнесӗр хӑвармӑпӑр — вӗсене Н.И. Ашмарин словарӗ, ачасене кӑсӑклантарма пултаракан ытти тӗрлӗ-тӗрлӗ кӗнеке кӗтет. 1-50 вырӑнсене йышӑннисене вӑййа хутшӑннине тата хӑш вырӑн йышӑннине ӗнентерекен хут лекӗ. Вӑйӑ сирӗншӗн кӑсӑклӑ иртессе шанатпӑр! |
![]() Дипендра Мани Инди юрӑҫи Дипендра Мани тата «Янташ» ушкӑнӗ (ертӳҫи А. Никитин композитор) Пушкӑртстана гастрольпе кайӗҫ. «Урал сасси» хаҫат вӗсен маршрутне пӗлтернӗ: Юпан (октябрӗн) 23-мӗшӗ — Авӑркас районӗ‚ Толбазӑ ялӗн культура ҫурчӗ; 24-мӗшӗ — Ӗпхӳ хули‚ «Моторостроитель» культура ҫурчӗ; 25-мӗшӗ — Пелепей хули‚ Культура ҫурчӗ; 26-мӗшӗ — Ҫтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ.
Концертсем 19:00 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Билет хакӗсем 130-200 тенкӗ. Кӗрхи кунсен тунсӑхне илемлӗ кӗвӗ-юрӑпа пусарар. Килсемӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |