![]() Никифор Наумов саламлать Кӗҫнерникун, акан 21-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне халӑх лӑк тулли пухӑнчӗ — кунта Тамара Гурьева юрӑҫ 60 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Халӑх артисткине саламлама Чӑваш патшалӑх академи капеллинчи ӗҫтешӗсем, кӗвӗҫӗсем, сӑвӑҫсем, ҫыравҫӑсем, ытти юрӑҫсем (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Никифоров, Владимир Егоров, халӑх артистки Зоя Лисицина, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Клара Чекушкина, тата ыттисем) килнӗ. Сӗнтӗрвӑрри район ентешлӗхӗн ертӳҫи Никифор Наумов та салам сӑмахӗсем каларӗ (юбиляр ачалӑхӗ ҫак районта иртнӗ). Тамара Изосимовнӑна саламлакансем чӑн та нумай пулчӗҫ — кашни парнепе, кашни чечекпе килнӗ. Юрӑсӑр иртмерӗ паллах. Тамара Гурьева Филипп Лукин, Ф.С. Васильев, Юрий Шепилов, Ю.Д. Кудаков тата ытти композиторсен юррисене шӑрантарса пачӗ. |
![]() Ҫулсеренех эпир акан 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫурхи чӗрӗлӳпе пӗрле килекен ку уяв чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ сумлӑ педагогӑн И.Я. Яковлев (1848-1930) ячӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ (1868) пирӗн халӑхшӑн мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлетпӗр: ҫӗр-ҫӗр вӗрентекен, литературӑпа искусство ҫынни ӑс-тӑн илнӗ унта. А.В. Рекеев, П.М.Миронов, Н.М.Охотников вӗрентекенсем, К.В. Иванов, Н.В. Шупуҫҫынни, Тайӑр Тимкки, Ф.П. Павлов, И.С.Максимов-Кошкинский, А.А. Кокель тата ыттисем те хӑйӗн вӗрентекенӗн «чӑваш ӗҫне» маллалла тӑснӑ. Яковлев пил панипе тӗттӗм тенӗ чӑваш ялӗсенче вун-вун шкул уҫӑлнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухса учитель пулса ӗҫленисем пирӗн Курнавӑш ялӗнчен те пур. Вӗсем — Я.М. Макаров тата М.Н.Игнатьева. |
![]() Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхи вункунлӑхӗ пуҫланчӗ. Акӑ, Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче те администраципе творчествӑлла ӗҫлекен вӗрентекенсен ушкӑнӗн пӗрлехи ларӑвӗнче чӑваш чӗлхи вунӑ кунлӑхӗн ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ. Унта И.Я.Яковлев Аслӑ Вӗрентекене халалласа уроксем иртӗҫ. Класс тулашӗнче вара «Юхма Мишши ҫыравҫӑн нумай енлӗ таланчӗ» рефератсен конкурсӗ, «Юхма Мишши — чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи» электронлӑ хаҫатсен конкурсӗ, Яков Ухсай поэзине юратакансен «Акӑш тӗкӗ евӗр эс ҫемҫе…» илемлӗ вулав ӑмӑртӑвӗ, сӑвӑ ҫыракансен «Чӑваш чӗлхи — анне чӗлхи» литература конкурсӗ, Трак тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройӗ В.В.Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалланӑ «Мӑн Шетмӗ паттӑрӗ» викторина пулӗ. Шкул вулавӑшӗнче вара ачасем И.Я.Яковлев, Я.Г.Ухсай тата М.И.Ильин (Юхма Мишши) хайлавӗсемпе паллашӗҫ. Акан 21-мӗшӗнче шкулта Республикӑмӑрти районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Локтева Виктория Акан 22-мӗшӗнче Шупашкарти Mega Galaxy канупа культура центрӗнче черетлӗ «Чӑваш пики» ӑмӑрту иртрӗ. Хальхи шучӗпе 5-мӗш, ҫӑвӑнпа та ӑна юбилейлӑ мероприяти теме те юрать. Ӑмӑртура пурӗ 12 пике тупӑшрӗҫ. Шупашкара вӗсем республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен пухӑнчӗҫ — Елчӗк, Патарьел, Муркаш, Етӗрне, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенчи пикисем хӑйсене чи ҫепӗҫҫи, чи хастарри, чи сӑпаййи ята илессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесен вӗсен 5 конкурс витӗр тухмалла пулчӗ: чи малтанах хӑйсем пирки каласа пачӗҫ, кайран ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, унтан пултарулӑха кӑтартрӗҫ. Апат-ҫимӗҫ хатӗрлессипе те, чӑваш тумне тӑхӑнса хитрелӗхе кӑтартассипе те пултаруллӑ пулма тиврӗ вӗсен. Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн «Чӑваш пики-2011» ята Елчӗк районӗнчи Локтева Виктория тивӗҫрӗ. Пӗлтӗр ку чыс Тӑвай районӗн хӗрне Алиса Королевӑна лекнӗччӗ.
|
![]() Акан 27-мӗшпе 29-мӗшӗсенче «Чӑваш Ен вӗрентекенӗ — 2011» ӑмӑрту иртӗ, унта чи пултаруллӑ вӗрентевҫӗне суйлӗҫ. Ку иккӗмӗш тапхӑр пулӗ. Малараххинче вӗрентекенсем хӑйсен райнӗсемпе хулисенче тупӑшнӑ, халӗ вара пӗрремӗш тапхӑрта мала тухнӑ кашни 5 учитель маттурлӑхӗпе пултарулӑхне республика шайӗнче кӑтартма тӑрӑшӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем — Вӗрентӳ министерстви, Чӑваш Республикин вӗрентекенӗсен ассоциацийӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, тата ыттисем. Конкурса 1992 ҫулта йӗркеленӗ. Чи малтан ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-меш шкулта историне вӗрентекен Владимир Александрович Яранцев тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи, 19 хут иртнӗ ӑмӑртура, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш шкулта историе ӑса хывакан Петр Галанюк мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Акан 20-мӗшӗнче «Чӑваш пики-2011» жюри членӗсем конкурс финалӗнче ӑмӑртакансене палӑртрӗҫ. 19 хӗртен финала 12-шӗ лекрӗҫ. Финалистсене жюри ӑмӑртакансен пултарулӑх хӑйнеевӗрлӗхне, илемлӗхне, ташӑ тата сцена ӑсталӑхне кура суйланӑ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗнчен килнӗ 17-25 ҫулти 12 пултаруллӑ чӑваш чиперукӗ чӑвашла чип-чипер калаҫать. Ӑмӑрту паян (ака, 22) «Mega-Galaxy» культурӑпа кану центрӗнче вӗҫленӗ. Сцена ҫинче илемлӗ номерсем кӑтартнипе пӗрле хӗрсенчен чӑваш халӑхӗн историйпе йӑли-йӗркине лайӑх пӗлнине ыйтӗҫ. Халӑх тумне илемлӗн тӑхӑнса, хӑйсем пӗҫернӗ чӑвашла апат-ҫимӗҫе тутантарса, ӑнлантарса кӑтартнӑ хыҫҫӑн тин жюри кӑҫалхи чӑн-чӑн Чӑваш пикине палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш патшалӑх флармонийӗ акан 21-мӗшӗнче, 19 сехетре «Нарспи» рок-опера курма чӗнет. Николай Казаковӑн ҫӗнӗ постановки Чӑваш Енри куракансен чӗрисене тыткӑнлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, республика тулашӗнчи ҫынсем те ун ҫинчен пӗлеҫҫӗ. Чӑваш культуришӗн чи пӗрремӗш ҫак мюзикл шухӑшӗ 20 ҫул каялла ҫуралнӑ. Ун чухне Борис Чиндыков драматургпа Николай Казаков кӗвӗҫӗ чӑваш литературинче классика пулса тӑнӑ «Нарспи» хайлава ҫӗнӗлле пӑхса тухнӑ – Константин Иванов, "Нарспи" поэма авторӗн, шухӑшнех хальхи пурнӑҫ йӗрки урлӑ сӑнлас тенӗ. Хальхи мюзиклӑн авторӗсем ӗлӗкхи паллӑ произведение вуласа тухса хальхи пурнӑҫпа пӗр пеккине нумай курнӑ. «Ун чухне эпир ҫирӗм пиллӗкреччӗ те ҫамрӑксем валли ҫамрӑксем ҫинчен ҫыртӑмӑр. Ахальтен мар ӗнтӗ, мюзиклӑн пултарулӑх ушкӑнӗнче пур те ҫамрӑк артистсем», – пӗлтерет Николай Казаков. Мюзикла лартма филармони Чӑваш Республикин Президент грантне ҫӗнсе 1 миллион тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юбилей каҫӗнче Ҫак ятпа акан 13-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторӑн Валентина Рудникован юбилей каҫӗ иртрӗ. Ку вӑл ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Валентина Васильевна районти Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Красноармейскинче пурӑнать. Хӑй вӑхӑтӗнче педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, вӗрентес ӗҫре тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан хӑйӗн талантне аталантарас енӗпе малалла ӗҫленӗ — пултарулӑх лаҫҫинче ырми-канми тӑрӑшать: сӑвӑсем ҫырать, юрӑсем кӗвӗлет, тӗрлӗ статьясем пичетлет. Ку таранччен 12 кӗнеке ҫутта кӑларнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех ветерансен хорне ҫӳрет. Юрӑ-кӗвӗ ӑсти пулнӑ май, смотрсемпе фестивальсене хутшӑнать, шкулсемпе библиотекӑсенче вулакансемпе тӗл пулусем ирттерет. Юбилей каҫӗнчи концерта пӗтӗмпех В. Рудникова кӗвӗленӗ юрӑсенчен йӗркеленӗ. Вӗсене районти ветерансен хорӗпе «Трак ен» музыкӑпа фольклор ушкӑнӗ, уйрӑм юрӑҫсем шӑрантарчӗҫ. Унӑн сӑввисем те янӑрарӗҫ уявра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Концертри самант Акан 16-мӗшӗнче Ача юррисене юрлакансен юбилейлӗ 5-мӗш «Мехел» конкурсӑн республикӑри гала-концерчӗ иртрӗ. «Паян ҫак сцена ҫинче малашне пирӗн наци культурин чапне саракан ҫамрӑк артистсем тухса юрлаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем ҫулсерен ӑсталанса пыраҫҫӗ, ҫӗнӗ талантсем палӑраҫҫӗ. Ҫакӑ Чӑваш Ен юрӑ-кӗвӗ культури малашне ӑнса аталанассине шанма май парать», — конкурсантсемпе куракансене саламланӑ чухне палӑртрӗ Роза Лизакова, Чӑваш Ен культура министрӗ. Елена Ижендеева, ВГТРК-н «Чувашия» ГТРК филиалӗн директорӗ, конкурс юрӑҫсемшӗн тата вӗсен ертӳҫисемпе организаторӗсемшӗн тапса тӑран хавхалану ҫӑлкуҫӗ пек пултӑр тесе сунчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗшӗн кӑҫал республикӑн районӗсемпе хулисенчен 140 юрӑҫ хутшӑнса ӑмӑртрӗ. Вӗсенчен 65-ӗшӗ финала тухрӗҫ. Конкурсӑн 30 лауреатне асӑнмалӑх парнесемпе тата ятарлӑ статуэткӑсемпе чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри кӑна мар, куракансем SMS майӗпе янӑ сасӑ та палӑртрӗ. Куракансене чи килӗшнӗ 2 юрӑҫа ятарлӑ парнепе чысларӗҫ. «Мехел» конкурсӑн юбилейлӗ ҫулӗ унчченхисенчен интереслӗрех, ӑстарах та пулчӗ теме пултарчӗҫ жюри членӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Николай Емельянов «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Николай Емельянов хула адинистрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫне пӑрахнӑ, ҫынсене ӗҫе илессипе хӑтарасси ун аллинче пулманран текех вӑл Шупашкар хулишӗн яваплӑ пуласшӑн мар.
Николай Емельянов 2002 ҫулта суйланса Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ пулса тӑнӑ. 2002-2010 ҫулсенче хулан хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ. 2005-2010 ҫулсенче хула пуҫлӑхӗ пулнӑ. Тытӑмлӑх органӗсене ҫӗнӗлле йӗркелеме пуҫланӑ хыҫҫӑн 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче ӑна Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ суйласа администраци пуҫлӑхне лартма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |