Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Самара вӗҫме май пулӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.01.2014 21:25 | 1449 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр Шупашкар аэропорчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн
Шупашкар аэропорчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн

Ытларикунтан, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен, Самар–Шупашкар–Самар авиарейс ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫлӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн трансминӗ хыпарлать. Ку рейс нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлемелле имӗш. Кайран, вӑхӑчӗ иртсен, ӑна тӑсасси е рейса хупасси пирки шутлӗҫ пулӗ.

Ҫула «Cessna 208 Caravan» самолёт тухӗ. Вӑл пӗрре май 9–13 ҫын илейрет. Чӑваш Ен минтрансӗ хыпарланӑ тӑрӑх самолёт Шупашкартан 8:35 вӑхӑтра тухмалла, 10:10 тӗлне Самара ҫитмелле. Каялла Самар хулинчен 10:55-ре вӗҫсе тухмалла та пирӗн республикӑн тӗп хулине 12:20 вӑхӑта ҫитмелле. Самара каякансем, унтан Шупашкара таврӑнакансем самолётпа тунтикун, юнкун, эрнекун тата вырсарникун вӗҫейӗҫ. Рейссене Тутарстанри Пӗкӗлмере вырнаҫнӑ «Ак барс аэро» авиакомпани тумалла иккен. Билет хакӗ 2 400 тенкӗпе танлашать.

Аса илтеретпӗр, Самара вӗҫмексем (самолётсем) унччен те хутласа-ха — ун чухне ҫак рейса «Тутарстан» авиакомпани тӑватчӗ, анчах раштавӑн 25-мӗшӗнчен ӑна вӗҫме чарчӗҫ, лицензине те туртса илчӗҫ пулмалла. Хусанта самолёт персе аннӑ хыҫҫӑн унӑн вӗҫмекӗсене шӑпах «Ак барс аэро» компанине куҫарнӑ имӗш. Хайхи куҫару ӗҫӗ вӗҫленнӗ пулинех.

#Самар, #ҫыхӑну, #Шупашкар, #самолётсем, #Тутарстан, #Пӗкӗлме

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем