Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сайт ҫинчен

Пирӗн сайт чӑваш культурипе чӗлхине аталантарма пулӑшмалли вырӑн. Кунта эпир хыпарсене пӗлтерӗпӗр, чӑвашсен йӑли-йӗркипе, чӗлхипе паллаштарӑпӑр, чӑваш чӗлхине вӗренме пулӑшӑпӑр.

Сайтpа эпир пурне те меллӗ хыпарсем, статьясем, хӑвӑр пултарулӑх ӗҫӗсене пичeтлесшӗн. Пирӗн хамӑр корреспондентсем ҫук пирки хыпарсене ытларах пайӗпе урӑх проектсенчен илӗпӗр.

Сайта 2005 ҫулхи авӑнпа-юпа уйӑхӗсенче тума пикеннӗ. Пӗрлӗхӗн ҫуралнӑ кунӗ 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ шутланать — вӑл кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче сайтӑн хыпарсен уйрӑмӗ ӗҫлеме кайнӑ — сайт информаципе тула пуҫланӑ.

2017 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче «Чӑваш халӑх сайтне» МИХ пек регистрациленӗ (chuvash.su доменпа). Унӑн номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.

Редакци пирки

«Чӑваш халӑх сайчӗ» тетелти кӑларӑмӑн йӗркелекенӗ (учредителӗ): Плотников Николай Алексеевич

Кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ: Плотников Н. А. (тел. 8-905-027-61-37, email: np@chuvash.org)

Редакципе ҫыхӑнмалли майсем:

  • тел.: 8-905-027-61-37
  • email: site@chuvash.org
  • почта адресӗ: 428903, Чӑваш Ен, Шупашкар районӗ, Лапсар ялӗ, Комсомольски урамӗ, 37 ҫурт

Сайт движокӗ

Пирӗн сайт Wiki технологийӗ ҫинче никӗсленет. Тепӗр май каласан пурте проекта пулӑшма, статьясем пичетлеме пултараҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗн сайтне лайӑхлатма, аталантарма пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурте пӗрле тытӑнса чӑваш чӗлхине аталантарар, чӑваш культурине ҫӗклер!

Пирӗн сайт ҫинче эсир хӑвсамӑр Дневника ертсе пыма пултаратӑр!

Сайт сӑнӗсем


Chuvash.Org сайчӗ 2005 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнчеChuvash.Org сайчӗ 2006 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче
2005, раштав, 182006, раштав, 31
Chuvash.Org сайчӗ 2008 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнчеChuvash.Org сайчӗ 2010 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче
2008, чӳк, 132010, авӑн, 06

Сайтӑн малтанхи дизайнне (2005 ҫулта) "WEB-3HAK" студи хатӗрленӗччӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл сӑнран нимен те юлман тесе ҫирӗплетме пулать, ытларахӑш пайне Николай Плотников хатӗрленӗ.

Тӑванла сайтсем

Пирӗн пӗрлӗх тавра ҫак тӑванла сайтсем йӗркеленнӗ:

Автор прависем

Пирӗн сайт материалӗсем

Чи малтан пирӗн сайтра пичӗтленнӗ материалсене (хыпарсемсӗр — вӗсене эпир укҫа тӳлесе ҫыртаратпӑр) эсир ирӗклӗ усӑ курма пултаратӑр — вӗсене эпир Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн саратпӑр. Пире асӑнасси, а асӑнмасӑр хӑварасси — сирӗн ирӗк. Пире асӑнни тепӗр енчен сире те пире пулӑшу кӳресси пирки шухӑшласа пӑхма ыйтатпӑр. Тата ҫын ӗҫне хисеплеме пӗлни те вырӑнлӑ — эсир хисеплесен сире те хисеплӗҫ.

Attribution-Share Alike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн:

Эсир пултаратӑр:
Пирӗн информацие малалла сарма май пур. Эсир ӑна ытти сайтсенче вырнаҫтарма пултаратӑр, урӑх ҫынсене пама та май пур.
Пирӗн информацие хӑвӑра кирлӗ пек улӑштарма пултаратӑр.
Усӑ курас тесен:
Сирӗн оригиналта палӑртнӑ авторсене кӑтартса хӑвармалла. Урӑх ҫын ӗҫне хӑвӑр ӗҫ пек кӑтартма юрамасть.
Информаци ӳлӗмре те ирӗклӗ пулмалла. Малалла сарнӑ май сирӗн ӑна ыттисене ҫак ирӗклӗ лицензипе килӗшӳллӗн (е ун евӗрлӗ урӑх ирӗклӗ лицензипе) памалла.

Эсир ярса панӑ сайтра пичӗтленнӗ ӗҫсемшӗн эпир укҫа тӳлеместпӗр. Чӑваш халӑх сайчӗ ятарласа ыйтнипе ҫырнӑ статьясемшӗн тӳлеме пултаратпӑр.

Ытти материалсем

Пирӗн сайтра ытти сайтсенчен илнӗ информаци те тӗл пулма пултарать. Вӑл материалсен автор прависем — хуҫисенче.

Енчен те сирӗн автор прависене пӑсакан материалсене тупрӑр пулсан — пире калӑр та эпир вӗсене сайтран кӑларса пӑрахӑпӑр. Е мӗнле те пулин килӗшӳ тӑвӑпӑр.

Асӑрхӑр! Пирӗн сайтра кашни ҫын материалсем вырнаҫтарма пултарнӑ май автор прависене пӑснине эпир пичетленӗ хыҫҫӑн тин асӑрхама пултаратпӑр. Тепӗр енчен илсен эпир пуринчен те автор прависене ыйтма пултараймастпӑр. Ҫакна асра тытса сӗнетпӗр: унашкал материал тупӑнчӗ пулсан — пире пӗлтерӗр.

Пирӗн шухӑшпа пур пултарулӑх та ирӗклӗ, халӑха ҫитме майлӑ пулмалла.

Пулӑшу

Пирӗн проекта спонсорсем кирлӗ. Спонсорсен укҫиӗ сайт хостингӗ валли кирлӗ. Ҫавӑн пекех спонсорсем тупӑнсан эпир корреспондентсене укҫа тӳлеме пултарӑпӑр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Сайта эсир мӗнпе пулӑшма пултаратӑр

Порталӑн ытти пайӗсем тӗлӗшпе ыйту тухсан

Администраторсемпе ҫыхӑнас тетӗр пулсан:

Автор сайчӗ http://pcode.pp.ru

Электронлӑ адрес: np@chuvash.org

Ырӑ сунса, сайт Администраторӗсем.


 
Категорисем: Пӗрлӗх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2021-09-11 02:07:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 46394 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем