Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗрӗсем

Терӗ чӑваш эрешӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсенчен пӗри шутланать. Хальхи тӗрӗ, унӑн мелӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе усӑ курасси — ҫаксем пурте халӑхӑн ӗмӗрхи ӑсталӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, авалхи тӗрӗн хитрелӗхне палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа чӑвашсен йӑлана кӗнӗ эрешлӗхне, ӗҫ мелӗсемпе епле усӑ курнине тӗпчесе пӗлни питӗ кирлӗ.

Авалхи чӑваш тӗррине, уйрӑмлӑхӗсене сӑнаса тишкермешкӗн тӗпчевҫӗсем XIX ӗмӗрпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пухнӑ япаласемпе кӑна усӑ курма пултараҫҫӗ теме юрать. Музейсенче упранса тӑракан хӑш-пӗр эрешлетсе илемлетнӗ япаласем хушшинче XVIII ӗмӗрте тунисемте кӑштах сыхланса юлнӑ. Вӗсем пир-авӑра эрешлетсе капӑрлатма чӑвашсем тахҫан авалах тытӑннине кӑтартаҫҫӗ.

Сӳс-кантӑр, ҫӑм ҫип таврашӗпе чӑваш хӗрарӑмӗсем тахҫантанпах усӑ курса пурӑннӑ. Сӳс тума каптӑрпа йӗтен акса ӳстернӗ. Авал чӑвашсем килте хӑйсем тӗртнӗ пиртен хитре тӗрӗсемпе илемлетсе ҫӗленӗ ҫи-пуҫпа ҫӳренӗ. XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурпайӗнчи ҫулҫӳревҫӗ П. С. Паллас чӑваш хӗрарӑмӗн ҫи-пуҫӗ пирки ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Вӗсем, мӑкша арӑмесем пекех, тачка пиртен ӑста ҫӗленӗ ҫи-пуҫ тӑхӑнаҫҫӗ, ӑна тӗрлӗ тӗслӗ, ытларах ҫутӑ кӑвак, хӗрлӗ тата хура ҫипсемпе тӗрлесе илемлетеҫҫӗ», — тенӗ.

Тӗрре килте тӗртнӗ пир ҫине, ытларах кантӑр пирӗ ҫине, ҫӑмран тата ӳсентӑран сӳсӗнчен арланӑ ҫипсемпе тунӑ. Кунсӑр пуҫне, XVIII ӗмӗрте те, XIX ӗмӗрте те пурҫӑн ҫиппе тӗрлесси анлӑ сарӑлнӑ. Вӑл вӑхӑтра пасарсенче е тата ҫулҫӳрекен усламҫӑсем пурҫӑн сутнӑ. Чӑваш арӑмӗсем ӑна туяннӑ та арласа пӗветнӗ2. Ӗлӗк тӗрӗ ҫиппине кӑна пӗветнӗ, ҫи-пуҫа шурӑ пиртен ҫӗленӗ. Анатри чӑвашсем улача ҫи-пуҫ ҫӗлесе тӑхӑнасси чылай кайран, XVIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнче пуҫланнӑ, XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурпайӗнчен вара ытларах сарӑлнӑ.

Арланӑ ҫипе тӗрлӗ йывӑҫ-курӑк ҫеҫки-тымарӗсемпе пӗветнӗ. Ҫуркунне-ҫулла хӗрарӑмсем пӗветмелли курӑксем пухнӑ, весен тымарӗсене кӑкла-кӑкла илнӗ. П. С. Паллас ҫырнӑ тӑрӑх, чӑвашсем саратмашкӑн сар ҫип ути (Adonis vernalis), эрӗмпе сар чечек (Genifta tinctoria) хутӑшӗпе, симӗслетме тӗрлӗ ҫулҫӑллӑ талпиҫенпе (Carduus hete rophyllus) усӑ курнӑ. Хӗретнӗ чух вара ытларах хӗрлӗ ути (Rubia tinctorum) юравлӑ пулнӑ. Типӗтнӗ хыҫҫӑн ӑна килӗре тӳсе вӗтетнӗ е аларманӗпе авӑртнӑ, кайран вара, шыв ярса, вӗри кӑмакана лартнӑ. Тепӗр кунне татах шыв хушнӑ та нумайччен вӗретнӗ. Ҫирӗп сӑрӑ пултӑр тесе, кӗл янӑ. Ҫӑма типӗте-типӗте таватӑ хутчен хӗрлӗ ути шывне чиксе кӑларнӑ. Хӗрлӗ утисӗр пуҫне хура ҫип утипе (Origanum) тата улмуҫҫин ҫуркуннехи ҫамрӑк ҫулҫипе те пӗветнӗ. Ӑна вӗретнӗ те пӗҫернӗ салатпа хутӑштарнӑ, унта шыв янӑ, ҫӗпре хушнӑ. Паллас ҫырса хӑварни тӑрӑх, курӑкпа пӗветнӗ япаласен тӗсе ҫусан та кайман3.XVIII ӗмӗр варринчи хӗрарӑм кӗпи

Арланӑ ҫипе пӗветесси аталансах пынӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ ҫиппе тӗрлесси пуҫланса кайсан (XIX ӗмӗрте, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче), ытларах сӑрӑсем кирлӗ пулнӑ. Паҫӑр асӑннӑ «Чуваши» ятлӑ кӗнекере (143—145 стр.) япаласене мӗнле пӗветни ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ, курӑксенчен тата минералсенчен тунӑ сӑрӑсемпе чӑвашсем анлӑн усӑ курни ҫинчен каланӑ.

Чӑвашсен авал тӗрӗ питӗ расна пулнӑ. Тум япалисене кашнине хӑйне уйрӑм терӗпе илемлетнӗ. Ҫи-пуҫа илемлетсе капӑрлатасси тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ пулнӑ.

Авалхи ҫи-пуҫра чи капӑрри — пир кӗпе. Унӑн умне, аркине, ҫаннисене, хул ҫийӗсене тӗрӗпе питӗ капӑрлатнӑ. Эпир те чӑваш халӑх тӗрри ҫничен хамӑр сӑмаха тӗрленӗ кӗперен, чи малтан капӑр эрешпе илемлетнӗ хӗрарӑм кӗпинчен пуҫласа ярар.

Чӑваш арӑмӗн чи авалхи тӗрленӗ темиҫе кӗпи Ленинградри СССР халӑхӗсен этнографи музейӗнче, Хусанти Тутар АССР патшалӑх музейӗнче, Шупашкарти Чӑваш АССР краеведени музейӗнче сыхланса юлнӑ.

XVIII ӗмӗр варринче тата вӗҫӗнче тӑхӑннӑскерсем вӗсем. Ку кӗпесен кӑкӑр умне питӗ хитре эрешсемпе илемлетнӗ. Пурҫӑн с ҫӑм хӑюсем тыттарнӑ, вӗсен хушшине тӗксӗм хӗрлӗ пурҫӑн ҫиппе вӗтӗрен те вӗтӗ тӗрӗ тунӑ. Хӑюсем ытларах тӗксӗм хӗрле, сахалтарах тӗксӗм сарӑ е тӗксӗм симӗс пулнӑ, вӗсем тӗрӗпе илемлӗ килӗшсе тӑнӑ. Хӑшпӗр кӗпесенче тӗрре кӑкӑр умне ҫуха кассинчен икӗ еннелле вырнаҫтарнӑ, сулахай енне — пысӑкрах тӗрӗ, пӗчӗкреххи — сылтӑма.

Хулпуҫҫипе ҫанӑ ҫине те ҫав йышши кӗпесенче кӗтеслӗ-кӗтеслӗ е ӳсентӑран, хӑш-

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Тӗрӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-01-01 18:49:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 52892 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем