Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

 
 

Чи нумай ҫыракансем

 

56 ҫыру
 
 
 
Agabazar
32 ҫыру
 
 
 
 
 
Микула
11 ҫыру
 

Чӑваш чӗлхишӗн кар! тӑма камран тӗслех илмелле?

 

Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).

Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек. Чӑвашла ҫырма чаракан саккун та шыраса тупма ҫук. Анчах тӳре-шарашӑн чӑвашла ҫырасси — табу. Тӗрӗссипе акӑлчан чӗлхи те ӗнтӗ Чӗмпӗр облаҫӗшӗн патшалӑх шайӗнчи чӗлхе мар. Ҫавах та акӑлчанла ҫырсан хӑйпӑтса пеме ыйтмаҫҫӗ-ҫке. «Ан ҫыр акӑлчанла, эс кунта Америкре (е Британире) мар!» — тесе хирӗҫ каламаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашли кӑна темшӗн вырӑнтисемшӗн темле тискер кайӑк пек хӑруш япалан туйӑнать.

Паллах, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсене те ӳпкелемелли сахал мар. Ҫине тӑнӑ пулсан, паллах, чӑвашла ҫырсан хирӗҫ пулмӗччӗҫ, хатӗрлесе ҫитернӗ чул хӑмана мӑлатукпа ҫапса ватмӗччӗҫ. Хавшакрах ҫав эпир. Хамӑр халӑх валли тивӗҫлӗ шайра ыйтма пултараймастпӑр. «Юрамасть» тенипех пуҫа усатпӑр.

Ку тӗлӗшпе ман Техасри Ренди Вагнера тӗслӗх пек илсе кӑтартас килет. Вырӑс чӗлхи паянхи кун тӑван халӑхӑмӑршӑн ҫуркуннехи ейӳ шывӗ пекех — тем калӑпӑшлӑскер хӑй умӗнчи мӗн пур япалана хуҫать, ҫӗмӗрет. Хайхи Ренди умӗнче те ҫавнашкал пысӑк хуйхӑ тухса тӑнӑ — иккен вӑйлӑ шыв анать, ейӳ вара ҫурта пысӑк сиен кӳме пултарать.

Ҫавах та Ренди аллине усман — вӑл хӑйӗн ҫуртне шыв илесрен хӳтӗлеме пуҫланӑ, дамба ӑсталанӑ. Ҫак ӗҫе тума вӑл 8 300$ пӗтернӗ. Паллах, ку пысӑк укҫа. Кӳршисем те унашкал тӑкака сӑнанӑ май Ренди ҫине пӑхса лӗх-лӗх кулнӑ кӑна. Ҫавах та ӗҫ харама кайман: чӑн та шыв хӑпарнӑ, ейӗве кайнӑ. Пӗртен-пӗр Ренди ҫурчӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫапла май ҫурт хуҫи 150 пин тӑкак кӳрес вырӑнне 8 пинпе ҫеҫ ҫырлахма пултарнӑ.

Пирӗн те Ренди ӗҫне тӗслӗх пек илсе хамӑр тӑван халӑхшӑн пӗтӗм вӑя хумалла. Культурӑна ҫӗклемелле, тӑван чӗлхешӗн кар! тӑмалла. Ӗҫлесен — пулать. «Пирӗнтен пулмасть, эпир ҫавах вырӑсланатпӑр...» — тесе ал сулсан ҫеҫ нимӗн те тухмасть. Кӗрешес пулать. Паллах, «чӑвашла ҫырма Чӑваш Республикине кайӑр» текенсемпе «ҫапӑҫма» йывӑр. Анчах та «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» текен ваттисен сӑмахне асра тытсан кӗрешӳ пӗрре те йывӑр маррине ӑнкарса илме пулать. Ӗҫлемелле ҫеҫ.

Ренди пеккисем пирӗн хушӑра ҫук тетӗр-и? Пур! Ак, калӑпӑр, Юрий Виноградовах илес. Леш, хайхи, уйрӑм ҫырас текенсен авангардра пыракан чӗлхеҫӗ. Пӗрре шутлатӑп та мӗнле чӑтать-ши? текен ыйту та ҫуралать. Леонид Андреев-Лесник, Виталий Станьял йышшисем уйрӑм ҫырассине хирӗҫ миҫе кӑна ҫыру шӑрҫаламарӗҫ пуль. Чӑваш чӗлхин орфографине йӗркене кӗртме тунӑ комиссире те сахал мар «патак ҫирӗ» Юрий Михайлович. Ҫавах та хӑйӗн позицинчен пӗрре те чакмасть, уйрӑм ҫыртарас тӗлӗшпе майсем тупать. Маттур! Ренди шайӗнчи тӗслӗх илмелли ҫын!

 

Сӑнсене Олег Мустаев ярса панӑ.

Сокровище было огромно. Министр культуры РФ Мединский: В Чувашии редкий случай усечения истории

Груди девственниц на том свете кусать будут змеи злые...

Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ

О чем говорят исторические карты Поволжья?

Ҫӗннисем

21.06.2019 12:08Куда обращаться в случае смерти близкого человека?

19.06.2019 11:15Поросенок из носков своими руками мастер класс

18.06.2019 09:35Чӑваш чӗлхишӗн кар! тӑма камран тӗслех илмелле?

17.06.2019 12:27Как обменять Вебмани на Яндекс.Деньги на лучших условиях?

17.06.2019 08:43В Чебоксарах состоялся митинг в поддержку медработников

15.06.2019 18:18Достоевский биография кратко самое важное

13.06.2019 12:05Кӑрал

11.06.2019 14:11Как варить пшеничную кашу на молоке

10.06.2019 13:00Московские встречи — 2019. Часть 12

08.06.2019 16:25Кто такой блоггер и чем он занимается

Тематикӑсем

Шухӑшлаттаракансем

5815Ҫакӑ-и илемлӗ литература?

3517И не Хан, и не Кан. Как называли волжские и дунайские болгары своих правителей?

3341В Чебоксарах состоялся митинг в поддержку медработников

2635День поминок языка

2630«Чӑваш поэзийӗн сержанчӗ»

2346Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

1717Чӑваш илемлӗ сӑмахлӑхӗн анлӑ та пулӑхлӑ уйӗ

1535Высоты литературного горизонта

1359Звезда на педагогическом небосклоне

814Л.А. Андреев-Лесника министерство панӑ хурав

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2019 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çитес вăхăтра эсир питĕ туйăмлă пулатăр. Сирĕнпе тимлĕ пулманран кÿренетĕр. Мĕнле те пулин пултарулăхпа аппаланăр: ку усса кайĕ.

Ҫӗртме, 24

1892
127
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1920
99
Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ.
1952
67
Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ.
1995
24
Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org
Чтобы поддерживать канализацию в хорошем состоянии mario-expert.kiev.ua нужно проводить промывку