Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Помощь сайту

Шопашкаркасси
Шопашкаркасси пуҫланни ҫинчен ҫакӑн пек халап ҫӳрет:
«Кивпулӑхра ике тӑван пит вӑрҫса-харкашса пурӑннӑ. Юлашкинчен вӗсене кун пек вӑрҫса пурӑнни йӑлӑхтарнӑ, вӗсем уйрӑлса ларма шутланӑ. Икӗ тӑванран пӗри хӑйне тивнӗ ӗнине ҫавӑтать те каять вырӑн шырма. Ӗни малта пырать, хӑй – хыҫалта. Кайсан-кайсан ӗни выртса канать, анчах кашнинчех ҫӗнӗ вырӑна выртать. Хуҫи ялан ӗне пӗр вырӑнах темиҫе хутчен пырса выртасса кӗтнӗ, ҫавӑнта пӳрт лартса пурӑнма шутланӑ. Кивҫорт вырӑнне ҫапла ӗне виҫӗ хутчен пырса выртрӗ тет. Ҫак вырӑна вара пурӑнмалли ҫурт тата выльӑх вити-картине туса хунӑ тет вӑл. Чи малтан лартнӑ ҫурт вырӑнӗ хальхи Шопашкаркассинчен Вӑрманкасси еннелле ҫур ҫухрӑмра пулнӑ. Ӑна халь Кивҫорт теҫҫӗ. Ҫав вырӑнта сухаланӑ чух кирпӗчсем тупаҫҫӗ. Ун чухне чӑвашсем тӗне кӗмен пулнӑ».
Тӑвансем хӑйсем вӑрҫса пурӑннине манман, пӗр-пӗрин патне хӑнана та ҫӳремен. Шопашкаркассипе Кивпулӑх хушшинче хӗр илсе качча парасси те пулман. Хальхи вӑхӑтра (1913 ҫ.) Шопашкаркассинче Кивпулӑхран качча килни икӗ хӗрарӑм анчах.
И.Д. Никитин-Юркки ҫырса илнӗ.


 
Категорисем: Шопашкаркасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

nasta@yandex.ru тӳрлетнӗ, информацие 2017-02-17 09:22:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 27128 хут пӑхнӑ.Тип: Статьясем. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем