Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: бардсем

Культура

Ҫитес уйӑхӑн 8–9-мӗшӗсенче Шупашкарта бард юррисен «Шупашкар–2014» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртмелле. Фестивале хутшӑнакансене маларах хамӑр патра «ала витӗр» кӑларассине пӗлтереҫҫӗ. Йӗркине тӗплӗнрех пӗлес тесен бард юррисен «Чӗрӗ хӗлхем» клубӗпе е Культура программисен республикӑри дирекцийӗпе тата Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗпе ҫыхӑнма юрать-тӗр, ӗмншӗн тесен фестиваль йӗркелӳҫисем шӑпах ҫавсем шутланаҫҫӗ.

Итлев пирки ҫакна хушса калама юрать-ха: фестивале хутшӑнакансене малтанхи кун Трактор тӑвакансен культура керменӗнче 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен хакламалла. Юрӑхлӑ номерпе пынисене суйласа илӗҫ. Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче вара гала-концерт пулмалла.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын