В.Г. Агаков Акан 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ В.Г. Агаков чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Вӑл малтанах университетри, факультетри лару-тӑрупа паллаштарчӗ, пуласлӑхри ӗҫсем пирки сӑмах хускатрӗ. Ҫав вӑхӑтрах факультетӑн пуласлӑхӗ тӳрремӗнех унӑн ӗҫченӗсенчен килнине палӑртрӗ. Паллӑ ӗнтӗ, наци университетӗнче чӑваш культурине аталантаракан факультет кирлех, анчах та студентсем пирӗн пата вӗренме килесси кашни преподаватель тӑрӑшуллӑхӗнчен питӗ нумай килет. Ректорӑн шухӑшӗпе факультетри пур вӗрентекен те килӗшрӗ. Кунсӑр пуҫне, В.Г. Агаков хӑйӗн калаҫӑвӗнче факультет ӗҫченӗсен грантсемпе ӗҫлеме кирлине, наци проектне аталантарма пулӑшакан Федераллӑ тӗллевлӗ программӑсене усӑ курма кирлине пусӑм туса каларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Комсомол премийӗн лауреачӗн Юрий Семенович Сементерӗн «Ӗмӗрсем параҫҫӗ алӑ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Унта чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн IV курс студенчӗсемпе преподавателӗсем те пулчӗҫ. Малтанах Юрий Сементер сӑвӑ кӗнекине кӑларма пулӑшнӑшӑн Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсене, килнӗ хӑнасене тав турӗ. Хӑйӗн тӑватйӗркелӗхӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне ҫутатма тӑрӑшнине палӑртрӗ. Кӗнекене чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыннисем хакларӗҫ. Университет студенчӗсем вара хӑйсене интереслентерекен тӗрлӗ ыйтусем пачӗҫ. Галина Шадрина вара поэтӑмӑр сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем шӑрантарчӗ, пухӑннӑ халӑха савӑнтарчӗ. Уяв каҫӗнче Сементер сӑввисене вуланине илтме те май пулчӗ, пире вара, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсене, ҫав сӑвӑсене хамӑр патра ӑс пухнӑ, халӗ «Чӑваш кӗнеки» центрӑн сотрудникӗ пулса ӗҫлекен Елена Толмасова вулани уйрӑмах савӑнтарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, акан 25-мӗшӗнче, кашни чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхи кунне уявлать. И. Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче иртекен уява палӑртма пуҫланӑранпа 18 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ. Ҫак уява халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем. И.Я. Яковлевич ҫуралнӑ ялӗ те ҫак кунсенче хӑйӗн патӗнче чылай хӑна йышӑнать. Чи кирли — алӑ усса ларманни. Чӑваш чӗлхи темӗнле пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ пулин те ӗҫлесен лару-тӑру лайӑхланатех. Ҫавӑнпа та ытти ҫынсем пулӑшасса кӗтмесӗр ӗҫлӗр, тапӑҫланӑр — усси пулатех, сирӗн ӗҫе пысӑк хак параҫҫех. Чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ пирки пӗрре те иккеленмелле мар — Хусанкай калашле «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»
Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать! Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫулталӑкра пӗр кун кӑна ан пултӑрччӗ, пирӗн аслӑ, ҫепӗҫ те илемлӗ чӗлхе кашни кун пире савӑнтартӑрччӗ, кашни кун янратӑрччӗ — килте те урамра та, хулара та ялта та! Ҫапла пултӑр! |
И. Я. Яковлев Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗ умӗн «ҫавра сӗтел» ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна «Чӑваш чӗлхи кунӗ: малашлӑхпа ҫӗнӗлӗх» ят панӑ. Кун йӗркине 3 пая уйӑрнӑ. «Чӗлхемӗрпе ӑс-хакӑлӑн паянхи ҫутлӑхӗ» пайра Чӑваш Енре тӗпленнӗ халӑх пултарулӑхне, пуҫарулӑхне, унӑн ӑс-тӑн, культура шайне тӑван чӗлхепе пуянлатассине сӳтсе явма палӑртнӑ. Иккӗмӗшӗнче «Чӗлхесем ҫинчен калакан» саккунпа килӗшӳллӗн 2012 ҫулчченхи программӑпа ӗҫлессине, чӑваш чӗлхин ӑнлантару словарӗ, пысӑк калӑпӑшлӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗпе» «Чӑвашла-вырӑсла словарьне», лексикӑн электрон тулли версине хатӗрлессине пӑхса тухма тӗв тытнӑ. Виҫҫӗмӗш пая чӗлхемӗрӗн тӗрлӗ ыйтӑвне ҫутатса тата тишкерсе 2009 ҫулта институт пичетленӗ кӗнекесемпе паллаштарассине кӗртнӗ. Чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ларусем тавлашуллӑ та шавлӑ иртеҫҫӗ. Кашни ӑсчах хӑйӗн шухӑшне ӗнентересшӗн тӑрӑшать. Ҫавна асра тытсах ЧР Вӗрентӳ институчӗн кафедрин ертӳҫи Ю. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Фестивальти самант Пушӑн 30-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче композитор, юрӑ-сӑвӑ тата халӑх пултарулӑхӗн «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» ятлӑ ХII фестиваль иртрӗ. Ӑна ку хутӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе — 65, района никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалларӗҫ. Фестивале район гимнӗпе уҫрӗҫ. Район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. Антонов Трак тӑрӑхӗнче сӑвӑҫсемпе композиторсен тата юрӑҫсен йышӗ ӳссе пынине, вӗсемпе тивӗҫлипех мӑнаҫланнине, хальхи фестиваль те ҫӗнӗ ятсем ҫуратнине палӑртрӗ, пултарулӑх ҫыннисене район администрацийӗ ячӗпе ӑшшӑн тав турӗ, ҫирӗп сывлӑхпа вӑй-хӑват сунчӗ. Фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса, ҫавӑн пекех район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Лебедев, районти музыка пӗрлӗхӗн ертӳҫи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Н. Ершов сӑмах каларӗҫ. Пирӗн паллӑ ентешӗн, Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн тата ятлӑ-сумлӑ композиторӑн В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗрпӳсем Кӑнна Кушкинче Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем акан 22-мӗшӗнче Тутар Республикине, И.Я. Яковлевӑн тӑван ялне Кӑнна Кушкине кайса килчӗҫ. Вӗсем кунта хӑйсен ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри малашлӑхлӑ пулӑмсене хакларӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашрӗҫ. Хӑнасене И.Я. Яколвев ентешӗсем концертпа савӑнтарчӗҫ. Ҫӗрпӳсем те ташӑ-юрӑпа сцена ҫине тухрӗҫ. Тӗлпулура ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхин паянхи электрон тата интернет тӗнчи пирки те сӑмах пулчӗ. Кунта лару-тӑру малалла аталанса пани ик ене те савӑнтарчӗ. Малашне интернет уҫлӑхра тӑтӑшах тӗлпулма, пӗр-пӗрне пулӑшса пыма калаҫса татӑлчӗҫ. Семинар хыҫҫӑн ҫӗрпӳсем И.Я. Яковлев музейӗнче экскурсире пулчӗҫ, ял тӑрӑх курса ҫӳрерӗҫ. |
Кӑчакасси ялӗ Урамсене электрофикацилес ыйтупа республикӑра ӗҫ хӗрсе пырать. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн хула строителствин тата обществӑллӑ инфраструктура аталанӑвӗн министерствин патшалӑх экспертиза управленийӗ черетлӗ проектсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи темиҫе проекта ырланӑ: Кӳкеҫри К. Маркс урамӑн тӑсӑмӗнне тата Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи Кӑчакасси ялӗнне. Кӑчакассисем электричествӑсӑр лараҫҫӗ тесе ан шутлӑр, кунта сӑмах вӑл ялти ҫӗн урам пирки. Ҫӗнӗ урамсене ҫутӑ кӗртес ыйту ытти ял ҫыннисене те кӑсӑклантарать. Юнашар вырнаҫнӑ Атайкассинче пурӑнакан Зиновий Матвеев та ялти Вӗрене, Вӑрман, Хӗвел, Ансӑр урамсенче электрификачи хӑҫан пуласси пирки пӗлесшӗн — республикӑн Промышленноҫпа энергетика министерствине те тухнӑ. Министерство ӗҫченӗсем кӑҫал ҫутӑ кӗртме шантарнӑ. |
Паян, малтанхи ытти ҫулсенчи пекех, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче халӑх митинга пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ паллӑ — чӑваш чӗлхи кунӗ тата И.Я. Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствисенчен, Шупшкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчи чӑваш филологи факультечӗсенчен, Чӑваш наци конгресӗнчен салам сӑмахӗсем каларӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха «Шуҫӑм» ансамбль тата шкулсенчи ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, сӑвӑ вуласа пачӗҫ. Пӗлтӗр ку вӑхӑтра наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑннӑччӗ — халӑх пухӑнӑвӗнче ытларах ун пирки калаҫатчӗҫ, кӑҫӑл вара ҫитес халӑх ҫырӑвӗ пирки пуплерӗҫ — пурне те чӑваш ятпа ҫырӑнма чӗнсе каларӗҫ, «сӑвар», «анатри» халӑхсене палӑртсан пӑтрану ҫеҫ кӗртӗҫ тесе пӗлтерчӗҫ. Ачисене, мӑнукӗсене чӑваш ятпа ҫыртарма вӑтанма хушмарӗҫ. Пухӑва килнӗ ачасене вара ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсене чӑваш ятпа ҫыртарма ыйтӑр (14 ҫула ҫитиччен ашшӗ-амӑшӗ кӑмӑлӗ-ҫке) терӗҫ. Мана ку пухӑва чӑвашла пӗлменнисем те килни савӑнтарчӗ — сӑмах калакансене ӑнланас тесе ушкӑнпа вырӑсла куҫарса тӑчӗҫ. |
Маттур чӑваш ачисем Тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Кӑҫал та вӑйӑ-конкурс виҫӗ турпа иртрӗ. Пӗрремӗш тур районти мӗн пур шкулсенчи 9-10-мӗш классенче вӗренекен ачасем хушшинче иртрӗ. Унта шкул шайӗнче чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекене палӑртрӗҫ. Шкулта ҫӗнтернисем (вӗсем пурӗ вуннӑн) иккӗмӗш турта хӑйсен пӗлӳ шайне кӑтартрӗҫ... Вӗсем чӗлхе ӑслӑлӑхӗн лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сӑмах пулӑвӗ, синтаксис, пунктуаци пайӗсем тӑрӑх панӑ кӑсӑк ыйтусене тишкерчӗҫ тата «Тӑван ҫӗрӗн тусанӗ те тӑван, пылчӑкӗ те пылак» (Геннадий Волков) темӑпа эссе ҫырчӗҫ. Вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ чи матуррисем пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Библи страницисем Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Библи чӑвашла пичетленсе тухнӑ ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ пурне те чунтан саламлать. «Тӑван сӑмах пире тӑванпа ҫыхать: чӗррисемпе, кайнисемпе, ӳлӗмхисемпе. Ҫыхӑну татӑлсан — тӗнче тӗнӗлтен тухать». Йывӑр та кӑткӑс куҫару ӗҫне институт ӗҫченӗсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ. А.А.Тимофеев (Ыхра), Ю.В.Яковлев ячӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче ӗнер иртнӗ савӑнӑҫлӑ Пухура пӗрре кӑна мар асӑннӑ, Г.А.Дегтяревпа Г.Ф.Юмарта Шупашкар тата Чӑваш Ен Митрополитечӗн Варнава архиерейӑн Хисеп грамотипе чысланӑ. Хӗрлӗ питлӗ хулӑн Кӗнекери ҫӗн сывлӑш илнӗ чӑваш чӗлхи тӑван халӑха та, тӗпчевҫӗсене те малашнехи пурнӑҫӑмӑрта вӑй-хӑват кӳрсе тӑтӑрччӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |