Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Станислав Сатур

Станислав Сатур (чӑн ячӗ — Станислав Николаевич Никоноров) — чӑваш сӑвӑҫи. 1959 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ушанарта ҫуралнӑ.

Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми лауреачӗ. 2000 ҫулта ӑна Раҫҫей писателӗсен союзне илнӗ. 2003 ҫултанпа Чӑваш Енӗн профессилӗ ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш профессипе техника училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ стройкӑра плотник-монтажник пулса ӗҫленӗ, ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ.
Ҫартан таврӑнсан Ҫӗнӗ Шупашкарти 4-мӗш стройтрестӑн ятарлӑ капӑрлату управленийӗнче тӑватӑ ҫул комсомол организацийӗн ӗҫне ирӗклӗ майпа туса пынӑ, кайран ҫавӑнтах партбюро секретарӗнче ӗҫленӗ. 1986 ҫулта комсомолӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула комитетне ӗҫе илеҫҫӗ, 1990 ҫулта КПСС хула комитечӗн членне суйлаҫҫӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах вӑл хӑйӗн пӗлӗвне И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмӗнче куҫӑмсӑр майпа ӳстернӗ.

Пултарулӑхӗ

1987 ҫултанпа унӑн сӑввисем, рецензийӗсемпе статйисем республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналта тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ.
Кӗнекисем:

  • «Чӗре хӗлӗхӗсем» (1993),
  • «Кӑмӑл тӗкӗрӗ» (1997),
  • «Сӑмах»,
  • «Сӑмах майӑн».

Кунсӑр пуҫне С.Сатур сӑввисем «Шурӑмпуҫ ҫути», «Юратнӑ кӗнеке», «Радуга над городом», «Мужской разговор», «Атӑлпа тинӗс хушшинче», Скандинави - Атӑлҫи коллективлӑ сборниксенче кун ҫути курнӑ.

Поэт сӑмахӗсемпе чӑваш композиторӗсем чылай юрӑ хывнӑ.


 
Категорисем: Станислав Сатур
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-17 20:02:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9714 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем