Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Ӑна хӑпартма «Мостстройинвест» тулли мар яваплӑ обществӑна шаннӑ.
Йӗпреҫ район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫуртне тума 4 миллион та 133 пин тухса кайӗ. Смета хакӗ ҫакӑн пек.
ФАПа Чӑваш Ен Элтеперӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йышӑннӑ ял ҫыннисене медицинӑпа санитарин пирвайхи пулӑшӑвне лайӑхлатасси ҫинчен калакан хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗклеҫҫӗ. Асӑннӑ документа йышӑннӑранпа Йӗпреҫ районӗнче кӑна 8 фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ. Ҫӗнӗ Выҫлинчи — тӑххӑрмӗш.
Тухтӑр ҫурчӗ 80-а яхӑн тӑваткал метр йышӑнӗ. Ҫӗнӗ ФАПра ҫутӑ та хӑтлӑ пулӗ. Шыв та шала кӗртӗҫ, таса мар шыва юхса тухма канализаци те тӑвӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика министрӗсене унчченхи ӗҫтешӗсемпе туслӑха татма чӗнсе каланӑ. Кунта сӑмах строительство усламӗпе тимлекен ӗнерхи тӳре-шара пирки пырать.
Элтепер ахальтен хумханмасть иккен. Подрядчика ҫаврӑннӑ ӗнерхи тӳре-шара ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлаймас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Элтепер шанчӑксӑр организацисене мӗншӗн «хура списока» кӗртменнинчен те тӗлӗннӗ.
Вӑраха юлса пыракан объектсенчен пӗри — Хӗрлӗ Чутай ялӗнчи Тарапайӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Валентин Кандейкин ертсе пыракан «СУРА» организаци тума тытӑннӑ. ФАПа ҫурла уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Тепӗр объект — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ. Ӑна юсама «Возрождение» фирмӑна (ертӳҫи — строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Сергей Архипов) шаннӑ. Юсав ӗҫӗсем графикран юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Михаил Игнатьев министрсене туслӑха татма, «ҫыран хӗрринче» е ресторансенче калаҫса татӑлма чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Енре республика хыснине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене 725 миллион тенкӗ хушса панӑ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 434 миллион тенкӗ кайӗ. Унран 154 миллионӑшӗ ядерлӑ медицина центрне хута кайнӑ ҫӗре тӑкакланӗ, 107 миллионӑшӗ – эмел туянма, 98 миллионӑшӗ – техника базине ҫирӗплетме. 52 миллион тенкипе ултӑ медучреждение юсӗҫ. Ытти укҫапа медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ФАП ҫӗклӗҫ.
Вӗренӳ тытӑмне 284 миллион тенкӗ кайӗ. 72 миллион тенки – тӳлевсӗр вӗренӳ валли, 107 миллион тенки – пособисемпе кӗнеке туянма. 16,3 миллион тенкине Шупашкарти «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул ҫӗкленӗ ҫӗре инвестици хывӗҫ. 37 миллион тенкипе вӗрентекенсен шалӑвне хӑпартӗҫ.
Тӗнче тетелӗнче ялсенче Фельдшерпа акушер пунктне тумашкӑн халӑхран укҫа пухма тытӑнни пирки хыпар тухнӑ. «Ҫыхӑнура» канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, ФАП тумалли укҫа-тенке вӑрланӑ, застройщиксем ӗҫлеме хирӗҫлеҫҫӗ. Рабочисене ӗҫ укҫи тӳлемелле-ҫке-ха, анчах нухрат ҫук.
Ялта халӑха хӑратса укҫа пухма тытӑннӑ иккен. Кашни килтен 1 пин тенкӗ пуҫтараҫҫӗ. Анчах ФАПсен республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа тӑваҫҫӗ-ҫке-ха.
Следстви комитечӗ, ШӖМ, ФСБ кун пирки пӗлет, анчах никам та нимӗн те тумасть иккен. Сӑнӳкерчӗкре — Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче халӑхран пухнӑ ведомоҫ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Энтимӗркассинче... ҫук, шкул мар (авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ Пӗлӳ кунӗпе ҫыхӑннӑн туйӑнать те, пӗр-пӗр ача пахчипе е шкулпа ҫыхӑннӑ пулӑм иртессӗн туйӑнать), фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлмалла. Тӑрӑн ял тӑрӑхне кӗрекен, анчах Тӑрӑнтан самай инҫетре вырнаҫнӑ ҫав ялта тухтӑр ҫурчӗ уҫни унти ватӑ-вӗтӗшӗн уйрӑмах лайӑх. Вӗсене инҫете тухса ҫӳреме ҫӑмӑл мар-ҫке.
Ҫурлан 15-мӗшӗнче асӑннӑ районти Мишерте фельдшрепа акушер пункчӗ уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен республика службин ертӳҫи Альбина Егорова, Сылӑх сыхлав министерствин пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Инна Иванова, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Маслова хутшӑннӑ.
Мишерти ФАП кӳршӗллӗ мемешсемпе ярӑскассинсене те пулӑшу кӳрӗ.
Сӑнсем (11)
Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакансен халӗ тухтӑр патне райцентра ҫӳреме тивет. Ара, ялта фельдшерпа акушер пункчӗ йӑтӑнма пуҫланӑ.
Анчах авариллӗ ҫурта никам та юсама та, ишсе антарма та васкамасть. Кунсерен ФАПа 20–25 ҫын ҫӳренӗ. Темиҫе ялтан килнӗ унта.
Унта ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарман, административлӑ отпуска ҫеҫ янӑ. Анчах хӑҫан вӗҫленӗ вӑл? Никам та калаймасть.
ФАПӑн пӗр стени тӑкӑнма тытӑннӑ-мӗн. Унтах ача пахчи те пулнӑ. Вӗсене унтан илсе кайнӑ ӗнтӗ. Ача пахчине шкула куҫарӗҫ. Анчах ку халӑха тивӗҫтермест. Унта вырӑн сахал-мӗн. Шкул, ҫитменнине, ял хӗрринче вырнаҫнӑ.
Халӑх каланӑ тӑрӑх, ФАПа упрама май пулнӑ. Анчах вырӑнти тӳре-шара те кахалланнӑ, те укҫа тупайман. Ҫурт тӑрринчен шыв аннине заведующи нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗнче каллех ҫыру ҫырнӑ. Хӑнк та туман. Акӑ халӑ шыв фундамент таранах ҫитет.
Тӳре-шара ҫурта авӑн уйӑхӗччен юсама шантарать. Ҫур миллион тӑкаклама палӑртнӑ вӗсем.
Республика кунӗнче Комсомольски районӗнчи Киров поселокӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе 2015 ҫул тӗлне республикӑра 100 ФАП уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе 20-шӗ ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли республика хыснинчен 41,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Киров поселокӗнчи ФАПра медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн йӑлтах пур. Ирина Корнилова фельдшер хӑнасене хӑтлӑ пӳлӗмсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ФАП 300 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Унта кӳршӗ ялтан, Ҫӗнӗ Александровкӑран, та ҫӳрӗҫ.
Кӗҫех Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ФАПсем туса пӗтермелле. Тепӗр 15 ФАПа кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
2013-2015-мӗш ҫулсенче республикӑра 100 фельдшерпа акушер пункчӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсене пурне те хӑвӑрт купалакан меслетпе хӑпартаҫҫӗ. 100 пунктран ҫиччӗшне кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Ҫывӑх кунсенче уҫма палӑртнӑ тухтӑр ҫурчӗсенчен пӗринче — Ҫӗрпӳ районӗнчи Старак ялӗнчинче — паян тӗплӗ шайри пуҫлӑхсем: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин элчи Сергей Судьбин, Ҫӗрпӳ районӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Ермакова пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн кӑшкарне ҫӗклесе лартнӑ. Унта шыв тата газ кӗртмелле, канализаци тумалла. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫуртне хӑпартассипе район пуҫлӑхӗн асӑрхаттармалли те тупӑннӑ. Строительсем ӗҫе ҫак уйӑхра вӗҫлеме шантараҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |