Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1908 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнчи Кипеккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1934 ҫултанпа СССР писателӗсен союзӗн пайташӗ.
Шупашкарти чӑваш рабфакӗнче, Мускав патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче, Мускав кинематографи институчӗн сценари факультетӗнче вӗреннӗ.
«Пионер сасси» хаҫатӑн, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакцийӗсенче ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Поэтӑн малтанхи сӑввисем хаҫат-журналсенче 1930 ҫулта пичетленнӗ. Г.Краснов-Кӗҫӗнни вырӑс писателӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Куҫарнӑ хайлавсенчен унӑн пултарулӑхӗнче Л.Толстойӑн «Казаксем» повеҫӗ, М.Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӑн хӑш-пӗр сыпӑкӗсем тата В.Маяковскипе С.Маршак сӑввисем паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Пичетленнӗ кӗнекисем: