Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Ӑна хӑпартма «Мостстройинвест» тулли мар яваплӑ обществӑна шаннӑ.
Йӗпреҫ район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫуртне тума 4 миллион та 133 пин тухса кайӗ. Смета хакӗ ҫакӑн пек.
ФАПа Чӑваш Ен Элтеперӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йышӑннӑ ял ҫыннисене медицинӑпа санитарин пирвайхи пулӑшӑвне лайӑхлатасси ҫинчен калакан хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗклеҫҫӗ. Асӑннӑ документа йышӑннӑранпа Йӗпреҫ районӗнче кӑна 8 фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ. Ҫӗнӗ Выҫлинчи — тӑххӑрмӗш.
Тухтӑр ҫурчӗ 80-а яхӑн тӑваткал метр йышӑнӗ. Ҫӗнӗ ФАПра ҫутӑ та хӑтлӑ пулӗ. Шыв та шала кӗртӗҫ, таса мар шыва юхса тухма канализаци те тӑвӗҫ.