Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Элтепер канать тенине ӗненмелле-и?

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Вика Сорокина 19.07.2019 18:10 | 256 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Питӗрти Мариинка пульницин кардиологи уйрӑмне илсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров республика ертӳҫи чирленине туннӑ. Пресс-секретарь журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен отпускра, Чӑваш Ен тулашӗнче диспансеризаци тухать.

Питӗрти 5-мӗш канал, «Комммерсант-Санкт-Петербург» тата ытти хӑш-пӗр МИХ Михаил Игнатьев чӗре ыратнипе пульницӑна лекнине хыпарланӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ — реанимаци уйрӑмӗнче.

Паян 15 сехет те 33 минутра ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Михаил Игнатьев черетлӗ отпускра, планпа пӑхнӑ медицина тӗрӗслевӗ тухать тата сипленет тесе хыпарларӗҫ. Элтепер канассине ытти чухне малтанах хыпарлаканччӗ, ӑҫта та мӗнле каннине Инстаграмра та пӗлтерекенччӗ.

#Питӗр, #сывлӑх, #политика, #Элтепер, #пульницӑсем, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Александр Белова Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулма йыхравланӑ
2019, 02, 18
Ҫемьесене «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне» парӗҫ
2019, 04, 25
Чӑваш Ен Китайпа туслине ТАСС та пӗлет
2019, 06, 05
Светлана Ананьева каллех Элтепере пулӑшать
2019, 07, 05
Элтепер Питӗрте пульницӑна лекнӗ
2019, 07, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org