Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче Умка ятлӑ кушак ҫуллах харпӑр секторта ҫухалнӑ. Кушак – ҫулталӑкра кӑна.
Ҫемье ӑна нумай шыранӑ, пӗлтерӳсем ҫакса тухнӑ, кӳршисенчен ыйтса пӗлнӗ. Анчах усси пулман.
Ҫак кунсенче вара чӑннипех те асамлӑх пулса иртнӗ. Кил хуҫи заправкӑна машинӑпа кӗнӗ те шурӑ тӗслӗ кушака асӑрханӑ. Малтанах чӗрчун хӑранипе карта хыҫне пытаннӑ. Арҫын ӑна ятран чӗннӗ кӑна – вӑл ун патне чупса пынӑ.
Умка киле ҫӗнӗрен хӑвӑртрах хӑнӑхнӑ. Унччен пӗлнӗ командӑсене те часах аса илнӗ.
Халӗ унӑн урамра чылай вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн вӑй пухмалла, йӗркене кӗмелле.
