Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Аслӑ Арапуҫра ӗне ферми ҫуннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.11.2026 20:44 | 7 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Патӑрьел окургӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ферма ҫуннӑ. Унта ӗнесем тӑнӑ.

Йывӑҫ каркас ҫине профнастил ҫапса тунӑ фермӑра ҫулӑм тухни пирки 20 сехет те 38 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ тӗлӗ хӑш-пӗр ӗне хӑй тӗллӗнех урама тухма пултарнӑ. Теприсем вара аякри кӗтесе тарса пытаннӑ. Вӗсене, 28 ӗнене, пушарнӑйсем урама хӑваласа тухнӑ.

Телее, пушарта пӗр выльӑх та ҫунса кайман. Ферма 10 метр сарлакӑш, 50 метр тӑршшӗ. Пушар 250 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушар 1БИС рангри пулнине палӑртнӑ. Ӑна сӳнтернӗ ҫӗре 4 техника тата 8 ҫын хутшӑннӑ.

Сӑмах май, кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Муркаш округӗнчи Куҫкин ялӗнче 20 вӗлле ҫунса кайнӑ. Унта пыл хурчӗсем пулнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Патӑрьел районӗ, #Аслӑ Арапуҫ, #Муркаш районӗ, #Куҫкин, #пушарсем, #выльӑх-чӗрлӗх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем