Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, республикӑри Мордва культура центрӗн ертӳҫине Владимир Седойкина юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Владимир Павлович 77 ҫулта пулнӑ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫуралнӑ, пытарма та ӑна унтах пытарнӑ. Унпа ял-йыш тата пӗлӗшӗсем ялти чиркӳре сывпуллашнӑ. Пурнӑҫран вӑл чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.
Владимир Седойкин Улатӑрти вӑрман техникумӗнче тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Районти ял хуҫалӑх организацине 22 ҫул ертсе пынӑ. 2001–2005 ҫулсенче вӑл Пӑрачкав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1998-2002 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ. 2007 ҫултанпа вӑл Мордвари культура центрне ертсе пынӑ.
