Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикин чысӗшӗн ӑмӑртакан Камилла Нелюбова Раҫҫей Гран-прийӗн тапхӑрӗнче каллех ҫӗнтернӗ. Тӗрух палӑртар: Гран-при — пӗр ҫинче эрешлесе ярӑнас енӗпе пПтӗм Раҫҫейри пысӑк ӑмӑртусен серийӗ. Ҫак сезонра Камиллӑшӑн ку иккӗмӗш ылтӑн медаль!
Турнирӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗнче Камилла кӗске тата иреклӗ программӑсенче 217,06 балл пухнӑ. Шел те, иреклӗ программӑра виҫҫӗллӗ аксель ӑнман. Ҫавӑнпа вӑл, ахӑртнех, пӗрремӗш вырӑна тухасса кӗтмен те, ҫамрӑк спортсменка йӑнӑшшӑн питӗ пӑшӑрханнӑ.
Баллсене пӗлтернӗ хыҫҫӑн пурпӗрех ҫӗнтернине пӗлсен Камилла куҫҫульне аран тытса чарнӑ
