Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫанталӑк сивӗтрӗ, ирсерен ҫулсем шуҫлак. Ҫавна май, шел те, республикӑра паян ҫул-йӗр ҫинче аварисем пулнӑ. Пӗтӗмпе – 3 авари, пӗр ҫын вилнӗ, тӑваттӑн аманнӑ.
Пӗрремӗш авари ирхи 5 сехетре Йӗпреҫ округӗнчи Шӑрттан ялӗ патӗнче пулнӑ. «Рено» водителӗ, 1977 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, шуҫлак ҫул ҫинче руле итлеттереймен та кювета чӑмнӑ. 1986 ҫулта ҫуралнӑ пассажир аманнӑ.
Ири 6 сехетре Куславкка округӗнчи «Атӑл – Куславкка» автоҫул ҫинче «Гранта» ҫул ҫинчен тухса кайса йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ. Арҫын пуҫ ыратать тесе тухӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Виҫҫӗмӗш авари 6:40 сехетре Канаш округӗнчи Анат Сурӑм ялӗ патӗнче, А-151 ҫул ҫинче, пулнӑ. Маланлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Форд» рулӗ умӗнче ларнӑ 33 ҫулти хӗрарӑм шуҫлак ҫул ҫинче руле итлеттереймен, отбойник ҫине ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче тӑракан «Гранта» ҫине пырса кӗнӗ. «Гранта» водителӗ, 1954 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, вырӑнта вилнӗ.
