Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Куславкка районӗнчи ҫӗре юсама 111,6 миллион тенке кайса ларӗ. Кунта сӑмах «Атӑл» − Сӗнтӗрвӑрри − Октябрьски – Куславкка» ҫул пирки пырать. Ҫула «Дорисс» предприяти юсӗ.
«Чӑвашупрдор» конкурс ирттерсе пожряд организаципе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 9,3 километр тӑршшӗ ҫула юсамалла. «Дорисс» компани ҫула 111,6 миллион тенкӗпе юсама килӗшнӗ. Конкурса пӗтӗмпе 5 предприяти хутшӑннӑ. Заказчик малтанхи суммӑна 180,3 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Подрядчикӑн ӗҫе 2027 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. у
