Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак кун ӗҫе тата вӗренме чӑваш тӗрриллӗ тумпа е эрешпе каймалли акци ирттерни те ҫынсене тӑван халӑхӑмӑр эткерлӗхӗсенчен пӗрин пирки аса илтерет, хамӑр халӑхӑмӑрпа самантлӑха та пулин мӑнаҫлама май парать тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ӗҫе чылайӑшӗ чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫпа е кулленхи ҫипуҫа чӑваш тӗрриллӗ япалапа илемлетсе пынӑ.
Татьяна Кучерявенкова социаллӑ ӗҫчен хӑй пӑхакан ватӑсем патне чӑваш тӗрриллӗ саппун ҫыхса кайнӑ. Учреждени директорӗ вырӑс пулин те чӑваш тӗрриллӗ илемлӗ костюмпа пынӑ.
Сӑмах май каласан, центрта чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ мероприятисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ: унта чӑвашла тӗрлеме, юрлама, ташлама вӗренеҫҫӗ. Ваттисем кӑна мар, ачасем те. Унсӑр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен юбилейӗсенче вӗсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Чӑвашсен йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ ҫемье мероприятисем те иртеҫҫӗ.
