Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Кӗр сӑри уявӗ иртнӗ.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем валли тӗрлӗ лапам, «Кил ӑшши», «Тымар», «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» инсталляцисем хатӗрленӗ. Куракансем чӑваш тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ, чӑваш апачӗпе сӑйланса пӑхнӑ.
Уява Сенкер фойере театрӑн тӗп режиссерӗ, чӑваш халӑх артисчӗ Наталия Сергеева уҫнӑ хыҫҫӑн чӑваш юрри-ташшипе куракана «Вирьял» ансамбль, пирӗн театрӑн артисчӗсем, «Ҫеҫпӗл» ансамбль, Анастасия Батюкова тата Элтияр савӑнтарнӑ.
Унсӑр пуҫне Елена Уресметова ҫӗленӗ тата капӑрлатнӑ тума пӑхса киленнӗ.
Артистсем вара уява пынӑ ҫынсене юрлама, ташлама, илемлӗ калаҫма вӗрентнӗ.
Чӑваш йӑли-йӗрки пирки ҫавра сӗтел иртнӗ. Тата этнодискотека! пулнӑ.
