Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинче ӳсӗр водитель мотоблокпа ҫапӑннӑ: икӗ ҫын вилнӗ.
Авари паян 15 сехет те 38 минутра Шупашкар округӗнче «Кӳкеҫ – Иккасси – Платка» автоҫулӑн 9-мӗш автоҫулӗ ҫинче пулнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка ҫула май пыракан мотоблокпа ҫапӑннӑ. Ун ҫинче икӗ арҫын ларса пынӑ. Иккӗшӗ те йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах, авари вырӑнӗнче, вилнӗ. Пӗри кам пулнине палӑртнӑ, вӑл – ҫав тӑрӑхрах пурӑннӑ, 1984 ҫулта ҫуралнӑ арҫын.
Иномарка рулӗ умӗнче 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Медосвидетельствовани вӑл ӳсӗр пулнине кӑтартнӑ.
Авари вырӑнӗнче оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
