Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш халӑхӗн музыка культурипе халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче те паллашма пултараҫҫӗ!
Чваш нациц музыка инструменчӗ тӑмра Мускав хулинче Раҫҫей наци музейӗнче вырӑн тупнӑ. Вӑл унта мӗнле майпа лекнӗ тетӗр-и? Ӑна чӑваш ӑсти Даниил Данилов ӑсталанӑ.
Чӳк уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Мускав хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри наци музыка инструменчӗсен «Нумай сӑнлӑ Раҫҫей» форумӗ иртнӗ. Тӑмра музея шӑпах ун хыҫҫӑн лекнӗ те.
Даниил Данилов тӑмрана алӑпа вӗҫҫӗн ӗлӗк-авал усӑ курнӑ йывӑҫсенчен ӑсталанӑ. Халӗ вара хӑйне евӗр интрументпа Мускаври музея килекенсем паллашма пултараҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен музыка культурине халалланӑ куравра паллаштарма палӑртнӑ.
