Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Елизавета Ивина Мускаври сцена ҫине тухса унтан пӗрремӗш степеньле лауреат пулса таврӑннӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм «На Олимпе» пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ.
Елизавета Ивина тӑнлав пасарни ватлӑх ҫитнине пӗлтерет тесе пуҫ усса лармасть. Вӑл пӗрмай сцена ҫине тухать, хӑйӗн уҫӑ сассипе куракансене тыткӑнлать.
Елизавета Ивина килте тунсӑхласа лармасть, Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Манӑн социаллӑ центр» клуба пырса ҫӳрет, унта чун киленӗҫӗпе аппаланать.
«На Олимпе» пӗтӗм тӗнчери конкурсра хӗрарӑм «Вокальное искусство. Народная песня. Золотой возраст. Хобби» (чӑв. Вокал ӳнерӗ. Халӑх юрри. Ылтӑн вӑхӑт. Чун киленӗҫӗ) номинацире палӑрнӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм «На соседней улице» юрӑпа пӗрремӗш степенльлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.
