Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

К.В. Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче премьера хатӗрленӗ. Ӑна ҫитес уйӑхра, раштавӑн 17-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларӗҫ.
Вӑл ӗҫ — Николай Гоголӗн «Тарас Бульба» повеҫӗ тӑрӑх Ксения Сурская-Ильина ҫырнӑ мистери.
Театрта премьера пирки халӑх теиелӗнчи страницӑра ҫапларах пӗлтернӗ: «Спектакльти ӗҫсем Хаяр Тарас тавра пулса иртеҫҫӗ. Унӑн сӑнарӗ — чӑн-чӑн касак, чӑн-чӑн патриот сӑнарӗ. Ватӑ утаман тӑван ҫӗр умӗнчи тивӗҫе пуринчен те ҫӳлерех хурать, ӑна ывӑлӗсенчен те ытларах юратать.
«Тарас» спектакль ӗмӗрхи ыйтусене ҫивӗччӗн ҫӗклет: тивӗҫ, юрату, чыс ҫинчен хӑюллӑ саспа калаҫать».
Спектакль режиссёрӗ — Элистари Борис Манджиев, художникӗ — Санкт-Петербургри Георгий Пашин, ташӑ лартаканӗ — Ӗпхӳри
Рамиза Мухаметшина.
