Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Тарам« спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна сцена ҫине пуҫласа раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларӗҫ.
«Пӗлетӗр-и эсир, Тарас Бульбӑн пурнӑҫӗнчи пӑтӑрмахлӑ ӗҫсем пирӗн тӑрӑхра та пулса иртме пултарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пирӗн сцена ҫинче – ПРЕМЬЕРА!
Н.В.Гоголӗн «Тарас Бульба» повеҫӗ тӑрӑх Ксения Сурская-Ильина ҫырнӑ эпикӑлла драма.
«Тарас» спектакль Чӑваш Ен историне, йӑли-йӗркине аслӑ вырӑс классикипе пӗрлештерсе ӗмӗрхи ыйтусене ҫивӗччӗн ҫӗклет: тивӗҫ, юрату, чыс ҫинчен хӑюллӑ саспа калаҫать…», – тесе анонсланӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Спектакле чӑваш кураканӗ аван пӗлсе ҫитнӗ режиссёр Борис Манджиев лартать.
