Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремеш ҫумӗ кам пулни паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.11.2026 17:04 | 8 хут пӑхнӑ
Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Республикинправительствинче каллех пӗчӗк улшӑнусем пулнӑ, ку кадрсене пырса тивет.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку пукана Ольга Кудрявцева йышӑннӑ. Унччен вӑл ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

Ольга Кудрявцева министр ҫумӗнче 4,5 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл ҫак ведомствӑрах ял территорийӗсен аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Сӑмах май, унччен ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Инна Волкова ку должноҫрен юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кайнӑ, апаянхи кун ЧР Экономика министерствине ертсе пырать.

Халӗ ял хуҫалӑх министрӗн Андрей Макушевӑн икӗ ҫум: Ольга Кудрявцева тата Анатолий Такмаков.

#политика, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем