Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Сӗнтӗрвӑрри округне Шурчанов ертсе пыма тытӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 18.11.2026 20:04 | 14 хут пӑхнӑ
Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паянтан, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен, Алексей Шурчанов Сӗнтӗрвӑрри округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ.

Ӗнер вара унчченхи ертӳҫӗ Владимир Петров хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайнӑ. Паян вара Шурчанов-кӗҫӗнни унӑн пуканне йышӑннӑ.

Муниципалитет пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Шурчанов пӗрремӗш ӗҫ кунӗнче адиминистраци коллективӗпе паллашнӑ, пӗрлехи ӗҫсен тӗп енӗсене палӑртнӑ.

Сӑмах май, 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Шурчанова КПРФран кӑларнӑ, вӑл партин ҫӳлти органӗсен йышӑнӑвӗсене пурнӑҫламан, устава пӑснӑ имӗш. Кӑҫал ҫуркунне вара вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» праймеризне хутшӑннӑ, анчах Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулайман.

Алексей Шурчанов 1975 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Вӑл – КПРФӑн регионти уйрӑмне 1993 ҫултан пуҫласа мӗн виличчен, 2020 ҫулччен, ертсе пынӑ Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ.

#политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем