Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

РФ Росздравнадзор ертӳҫине Алла Самойловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна ку наградӑпа Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн чыслама йышӑннӑ.
Алла Самойлова 1967 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче__ вӗреннӗ, унтах аспирантура пӗтернӗ. 2012-2017 ҫулсенче ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн – ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пуканне йышӑннӑ. 2018 ҫултанпа Росздравнадзор ертӳҫин канашҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2020 ҫултанпа – ведомство ертӳҫинче.
Алла Самойловӑна «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» кӑкӑр паллипе, «Ҫӗршыври сывлӑх сыхлавӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе, II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
