Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паянтан Шӑмӑршӑ округне Сергей Куприянов ертсе пырать. Вӑл – Чӑваш Республикинчи ШӖМре 1997-2006 ҫулсенче ӗҫленӗ ҫын. Кайран Мускав облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче депутатсем Шӑмӑршӑ округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Галкинӑн отставкине йышӑннӑ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ларӑва килнӗ ҫынна ҫапнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ, ӑна 25 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кун хыҫҫӑн Шӑмӑршӑ округне Александр Сатеев вӑхӑтлӑха ертсе пынӑ.
Аса илтерер: паян Патӑрьел округӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне те ҫирӗплетнӗ. Ку тивӗҫе Равиль Ямалетдинова шанса панӑ.
