Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Хавхалану» клубра нумаях пулмасть, тата тӗрӗсрех каласан, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, черетлӗ тӗлпулу иртнӗ.
Литература клубне ҫав кун виҫӗ автор хутшӑннӑ. Вӗсем: Лидия Сарине, Александр Шпаннагель тата Олег Кульев.
«Пирӗн поэзи полкӗнче поэтсемпе поэзие юратакансен, композиторсен тата юрӑҫсен шучӗ самай йышланчӗ», — хавхаланса пӗлтернӗ литература клубӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Сӑмах май каласан, Александр Шпаннагель Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнать. Педагог пӗлӗвӗллӗскер вӑл ачасене нимӗҫ тата акӑлчан чӗлхисене вӗрентет. Александр вырӑсла сӑвӑсем ҫырать. Пултаруллӑ автор юптарусем те шӑрҫалать. Вӑл хӑй вара вун-вун поэтӑн сӑввине пӑхмасӑр калама пултарать.
