Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш Республикинче 17 ҫулти студент ашшӗ-амӑшӗн «Лада Калина» машинипе аварие лекнӗ, унта виҫӗ ҫын аманнӑ.
Авари чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 20 сехет те 6 минутра Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Промышленность урамӗнчи 12-мӗш «б» ҫурт патӗнче пулнӑ. Ҫак хулари техникумра 2-мӗш курсра вӗренекен 17 ҫулти каччӑ ашшӗ-амӑшӗн «Лада Калинине» тапратса тухнӑ та малтан «Лада Гранта» ҫине пырса кӗнӗ, унтан ҫул хӗрринче чарӑннӑ БМВ ҫине тӑрӑннӑ.
Аварире унӑн 17 ҫулти пассажирӗ аманнӑ. Вӑл малти вырӑнта ларнӑ. Унӑн купарча шӑмми хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
18 ҫул тултарман каччӑна водитель прависӗр руль умне ларнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Машинӑна вара штрафстоянкӑна илсе кайнӑ. Ҫамрӑкӑн ашшӗ-амӑшне те явап тыттарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
