Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫыранран Ҫавал юханшывне ӳкнӗ машинӑна кӑларнӑ. Салонра 5 ҫамрӑк пулнӑ, вӗсен виллисене пуринне те тупнӑ.
Виҫҫӗшне шывра тупнӑ, тепӗр иккӗшӗ машина салонӗнче пулнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 каччӑпа 2 хӗр чӳкӗн 6-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Тепӗр кунхине 22 ҫулти водителӗн ашшӗ-амӑшӗ полицие кайнӑ. Вӗсене 1 кун ҫурӑ шыранӑ, кайран проектор йӗрӗпе вӗсем Ҫавал юханшывӗ патне пырса тухнӑ. Кун хыҫҫӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерствин водолазӗсем 3-4 метр тарӑнӑшӗнче путнӑ «Нивӑна» тупнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫе тӗпчӗ.
