Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫитес ҫул Чӑваш Республикин Элтеперӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсене ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 543 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Правда ПФО» интернет-хаҫат.
2028 тата 2029 ҫулсем валли те ҫак тӗллевпе ҫавӑн чухлех укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Элтеперӗн администрацийӗнче паянхи кун 202 ҫын тӑрӑшать. Ҫапла уйӑхра пӗр ҫын пуҫне вӑтамран 224 пин тенкӗ лекет.
Танлаштарма: 2020 ҫулта Элтепер администрацийӗнче 110 ҫын ӗҫленӗ. 2010 ҫулта вара штатра 92 ҫын кӑна пулнӑ.
