Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тытса тӑма хакланӗ. Тепӗр 28 процент, е укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 173 миллион тенкӗрен тыларах пулӗ.
Республика парламентне тытса тӑма кирлӗ тӑкак кӑҫалхи 135,9 миллион тенкӗрен 173.8 миллион тенке ҫитӗ. Ку цифрӑсене республика хыснин проектӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, «халӑх тарҫисем» республика хыснине улшӑну кӗртмессине пӑхса тухӗҫ.
Чӑваш Енӗн Патшалах Канашӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗ виҫи халтхинчен 37,9 миллион тенкӗ ӳсӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав шутран ытларах пайӗ, пурӗ 35,4 миллион тенкӗ, персонала тытса тӑма кайӗ.
2024 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ валли 113,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, 2025 ҫулта - 135,9 миллион тенкӗ.
