Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑҫал республикӑра сиренӑсем тата громкоговоительсем вырнаҫтарма 75 миллион ытла тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Укҫа-тенке республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрӗҫ. Ку ыйтӑва инкеклӗ лару-тӑрӑва асӑрхаттаракан тата пӗтерекен республика комиссийӗнче хускатнӑ.
Вӗсене ӑҫта вырнаҫтарассине ҫынсем ыйтупа тухнисене кура суйлӗҫ. Хальхи вахӑтра республикӑра инкек пулма пултарасси пирки пӗлтерекен хатӗрсемпе 80 процент ытла тивӗҫтернӗ. Ку кӑтарту 100 процент пулмалла.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗнӗ микрорайонсем хута янӑ чухне халӑха инкек пулма пултарасси пирки пӗлтерекен хатӗрсене тӳрех тума чӗнсе каланӑ. Ку ыйтупа застройщикӑн проектировани тапхӑрӗнчех шутламалла.
