Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар округӗн пуҫлӑхне Владимир Михайлова Хисеп хучӗпе чысласси пирки хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӑна ҫак сумлӑ хутпа вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн наградӑлама йышӑннӑ.
Владимир Михайлов – 39 ҫулта, вӑл Шупашкар округне 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Унччен, 2020-2023 ҫулсенче, Тӑвай районӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Владмир Михайлов Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче 1987 ҫулта ҫуралнӑ. 2009 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «Технологи тата предпринимательлӗх» специальноҫпе вӗреннӗ. Муниципалитет службине киличчен «Электросбыт» тулли мар яваплӑ обществӑра директор ҫумӗ пулнӑ.
