Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Йӗпреҫ округӗнче М-12 федераци ҫулӗ ҫинче йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унта Мускав еннелле каякан ҫул пӳлӗннӗ.
Авари паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн 661-мӗш ҫухрӑмра пулнӑ. Федераци ҫулӗ ҫинче йывӑр тиевлӗ машина Мускав хули еннелле кайнӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫапла вӑл икӗ еннелле каймалли ҫула та хупласа хунӑ. Ҫакна пула машинӑсем икӗ еннелле те ҫӳреймен.
Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа йӗрке хуралҫисем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра пӗр еннелле каякан ҫула уҫнӑ: машинӑсем Мускав еннелле ҫӳреме пултараҫҫӗ.
