Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн спорт аэробики енӗпе пӗрлештернӗ команди Пӗтӗм Раҫҫейри «Тула ҫӗрӗ ҫинчи ылтӑн кӗркунне» ӑмӑртусенче ӑнӑҫлӑ тупӑшнӑ. Турнира Раҫҫейри 21 регионти 380 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Полина Филиппова тата Анна Колчина спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Вӗсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ЧР тава тивӗҫлӗ физкультурӑпа спорт ӗҫченӗ Оксана Дьячук патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче Татьяна Замуриева патӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсменсем тепӗр икӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, команда «Ташӑ гимнастики» тата «Гимнастика платформи» дисциплинӑсенче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
