Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Павел Михайлов Китайра тайцзицюань енӗпе иртнӗ уҫӑ чемпионатра ҫӗнтернӗ.
Турнир Китайри Ханьдан хулинче иртнӗ уйӑхрах иртнӗ иккен, анчах кун пирки МИХсем паян ҫеҫ пӗлтернӗ.
Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 19-24-мӗшӗсенче пулса иртнӗ. Унта Китайри тата тӗнчери 20 ҫӗршыври спортсмен хутшӑннӑ. Пурӗ 1400 ҫын. Павел Михайлов хутшӑннӑ ушкӑнра 17 спорстмен ӑмӑртнӑ. Чӑваш Енри кунг-фу ӑсти Китайри спортсменсене ҫӗнтернӗ. Унччен чӑваш спорстменӗ 35 хутчен тренировка ирттернӗ. 2018 ҫултанпа вӑл тайцзи енӗпе тӗнчери паллӑ грандмастер Чэн Дун Фэн патӗнче вӗренет. Унччен арҫын тӗнчери ӑмӑртусенче виҫӗ хутчен ҫӗнтернӗ, Раҫҫейре вара кунг-фу енпе виҫе хутчен чемпион ятне тивӗҫнӗ.
Шупашкарта арҫын кунг-фу шкулне ертсе пырать. Ачасем ҫапӑҫма вӗренеҫҫӗ, аслисем — сывлӑх гимнастикине.
