Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсемпе ҫар ҫыннисем ведомство ирттерекен «Чӗререн — чӗре патне» акцие черетлӗ хут хутшӑннӑ.
Ҫак ырӑ акцие Росгвардин территори управленийӗн, тулаш ведомствӑн хурал подразделенийӗн сотрудникӗсем, «Сувар» ОМОН отрячӗн боецӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Республикӑри юн илекен станцие ҫитнӗ. Ҫак йышра опытлӑ донорсем те, пӗрремӗш хут юн паракансем те пулнӑ. Кашниех ку утӑма явалӑха туйса тунӑ, обществӑшӑн службӑра кӑна мар, ырӑ ӗҫсенче те тӑрӑшма хатӗррине кӑтартнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал акци Росгвардеецсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ: ӑна Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗсем йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хальхинче росгвардеецсем 27 литра яхӑн юн панӑ.
