Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫитес ҫул ҫуркунне Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Тӗкӗрҫ ращинчи зоопаркра арӑслана курма май пулӗ. Ҫапла пӗлтернӗ «Тӗкӗрҫ ращи» АУ директорӗ Валерий Андреев «Грани» хаҫата.
Вӑл интервьюра зоопарк валли арӑлсан туянма ӗмӗтленнине каланӑ. «Паллах, ку ӗҫ хӑвӑрт пулмасть, анчах йӑлтах пурнӑҫланасса шанатӑр. Ахӑртнех, ҫуркунне тӗлне», — тенӗ Валерий Андреев.
Хальхи вӑхӑтра зоопарк йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса парать, тӗрлӗ инстанципе калаҫса татӑлать, ҫавӑн пекех арӑслан валли вольер хатӗрлет.
Раща директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра зоопарк тата ытти чӗрчунпа пуянланӗ: попугайсем, макакӑсем, носуха илсе килӗҫ.
