Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Элтияр Александровӑн ҫӗнӗ кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ. Нумаях пулмасть унӑн «Вуникӗ утӑм» кӗнеки пичетленсе тухни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Ҫамрӑк ҫыравҫӑн, журналистӑн тата ӑсчахӑн иккӗмӗш кӗнеки ку. «Вуникӗ утӑм» кӑларӑма прозӑллӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Аса илтерер: 2023 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки, кун ҫути курнӑ, вӑл «Чувашские мифы: от озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ. Кӗнекен Мускав хулинче кун ҫути курнӑ.
«Вуникӗ утӑм» кӗнеке хӑтлавӗ ыран, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧР Наци вулавӑшӗн акт залӗнче иртӗ: 4-мӗш хут, 409-мӗш пӳлӗм. Мероприяти 16 сехетре пуҫланать.
