Комисси сайчӗ Ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Комисси пайташӗсем пухӑнса ҫак ыйтусене сӳтсе явнӑ: 1. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти урам тата обществӑллӑ транспорт чарӑну ячӗсен чӑвашла варианчӗсене ҫиррӗплетесси. Ку ыйтӑва пӗлтӗрех сӳтсе явма пуҫланӑччӗ, анчах та вӑл вӑхӑтра пӗтӗмӗшле лайӑххӑн хатӗрлесе ҫитерейменнине пула тепӗр ларӑва куҫарма шутларӗҫ. Хальхинче вара чӑвашла ятсене йышӑннӑ — вӗсене ҫитес вӑхӑтра комисси сайтӗнче вырнаҫтарӑпӑр. Ыранах ҫуртсенчи тӗрӗс мар вараинтсем ҫухаласси пулмасть — комисси ку ятсене сӗнет йышӑнать кӑна. Ятсене ҫӗнетесси вара ыттисен ӗҫӗ. 2. Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли кӗнекисенче усӑ куракан хӑш-пӗр терминсене ҫирӗплетесси. Вӑл терминсене ҫирӗплетнисӗр пуҫне Вӗрентӳ министерствин тулли ятне ҫирӗплетнӗ — малашне ӑна «Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политики министерстви» ятпа (асӑрхӑр: «политики» сӑмахра «Н» ҫук) ҫырмалла. Терминсене те ҫитес вӑхӑтра сайтра вырнаҫтарӑпӑр.
Ҫавӑн пекех комисси пайташӗсем сайтпа паллашрӗҫ: ӑна епле калӑпланипе, сайт урлӑ килнӗ ҫырусемпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
К. Иванов Ҫӑвӑн 15-пе 20-мӗш кунӗсенче Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗнче чӑваш литературин классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ интернет-олимпиада иртрӗ. Шкул ачисен 35 минут хушшинче тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравлама тиврӗ: К.В. Иванов ҫуралнӑ килӗнче мӗнле учреждени вырнаҫни пирки, ун ячӗпе хӑш ҫул укҫа кӑларни пирки, литература ӗҫне хӑш ҫулта пуҫӑнни пирки, «Нарспие» пӑлхарла кам куҫарни пирки, ҫав поэмӑнах поэт хӑш сыпӑкран ҫырма пуҫлани пирки.
Ӑмӑртӑва пурӗ пине яхӑн ача хутшӑннӑ. Пур ыйту ҫине те тӗрӗс хуравлаканнисем те чылай. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин Министерстви дипломсемпе чыслӗ. Пӗрремӗш 10 вырӑна лекнӗ ачасене ҫавӑн пекех Инҫет вӗрентӳ центрӗ «Интернет-олимпиадӑн лауриат сертификатне» парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сиен кӳнӗ фура Паян ирхине Сарӑту хулинче пысӑк транспорт пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗ — Ҫӗнӗ Узенски урамӗпе аннӑ чухне сӑрапа тиенӗ «DAF» машинӑн чаркӑчӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ — водителе пӑхӑнма пӑрахнӑ фура 18 ҫӑмӑл машина сиен кӳнӗ. Ытларахӑшӗ кӑшт кӑна ваннӑ, тӑваттӑшӗ вара вӑйлах сиенленнӗ. «ДЭУ Нексия» ҫӑмӑл машин водительне хулан 3-мӗш пульницине леҫме тивнӗ. Юлашки икӗ эрне хушшинче Сарӑтӑвра йывӑр тиевлӗ машинсемпе пулса иртнӗ транспорт пӑтӑрмахӗсене илсен ку —виҫҫӗмӗш. Ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче Ылттӑн туран анакан КамАЗӑн та чаркӑч системи юрӑхсӑра тухнӑ — вӑл ВАЗ-21099 тата «Волга» ҫӑмӑл машинсемпе ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмахра техника ҫӗмӗрӗлнисӗр пуҫне виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра «Ҫутҫанталӑка епле упратпӑр» экологи конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри 10 районти 36 вӗренекен хутшӑннӑ. Ачасем тӑван тавралӑх темипе ҫыхӑннӑ харпӑр хӑй ҫырнӑ юптарусене тӑратнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен те хутшӑнакансем пучӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе Хусанушкӑнь шкулӗн вӗренекенӗ Елена Ярандайкина «Ҫӳҫепе йӑмра» (ертӳҫи — С.Яруткина) ятлӑ ӗҫӗпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комсомольски район пуҫлӑхӗн Г.Волковӑн парнине ҫӗнсе илессишӗн «Тӗнче — ачасен куҫӗпе: Тӑван ҫӗр-шывӑм» ятпа йӑлана кӗнӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен фестивалӗ пулать. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна вӗрентекен ҫулталӑкне тата Чӑваш Ене туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале районти ӳнер шкулӗ, вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ «Дети Чувашии 2007— 2010» республикӑри тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ — ҫемьери килӗшӳлӗхе, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынине, чӑваш халӑх наци культурине тата историллӗ йӑли-йӗркине пӗлнине аталантарасси тата ытти те. Ҫавӑн пекех талантлӑ ачасемпе ҫамрӑксене тупса палӑртасси те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. Ӗҫсене виҫӗ ушкӑна уйӑрса хаклаҫҫӗ. Кӗҫӗннисем — 7 ҫултан 10 ҫулччен, вӑтаммисем — 11–13 ҫулсенчисем, аслисем — 14-17 ҫулсенчисем. Фестиваль кӑҫалхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче районти ӳнер шкулӗнче 10 сехетре пуҫланать. Чи лайӑх ӗҫсен авторӗсене I, II, III степеньлӗ дипломсемпе, призсемпе е укҫан премисемпе наградӑлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Слакпуҫри К. Иванов музейӗ Кӑҫал чӑваш литературин классикӗ Константин Васильевич Иванов ҫуларнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. «Нарспи» поэмӑн авторӗ 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Республикӑра ҫак куна нумайӑшӗ паллӑ турӗҫ — Ҫӗнӗ Лапсарти вулавӑшра та мероприяти иртрӗ. Константин Васильевич Иванов Чӑваш Енрен аякра, инҫетри Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Ҫулӗ кӗске мар, ҫавна май вулавӑш ӗҫченӗсем ачасене Слакпуҫа виртуаллӑ ҫулҫӳрев майӗпе ҫитерме шут тытрӗҫ. 42-мӗш шкулӑн 8«б» клас ачисем Слакпуҫ ялӗпе, ун хӗррипе юхса выртакан Слак шывӗпе, Силпи ҫаранӗсемпе, унӑн илемлӗхӗпе паллашрӗҫ. Вулавӑш ӗҫченӗсем Константин Ивановӑн кун-ҫулӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тутар Сӑкӑтӗнчи Хафизовсен ҫемйи Аслӑ Ҫӗнтерӳ 65 ҫул тултарнипе пӗрлех Месрузиган Абдулхановнӑн пысӑк юбилейне — 100 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Тӗлӗнмелле шӑпаллӑ ҫак хӗрарӑм, ҫирӗп сывлӑхлӑ, пысӑк чӑтӑмлӑ. Мӑшӑрӗпе, Минулла Абдулазизович вӑрҫӑ ветеранӗпе (вӑл 98 ҫула ҫитсе вилнӗ), 75 ҫул пӗрле пурӑнса ҫичӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Месрузиган аппа аллӑ ҫула яхӑн ҫутҫанталӑк илемне пач курмасть. Апла пулин те ачисен, 17 мӑнукӗн, мӑнукӗн 19 ачин илемлӗхне те, ӑшшине те туять. Вӗсем ӑна чун-чӗререн юратаҫҫӗ, юбилей ячӗпе саламласа хытӑ-хытӑ ҫупӑрлаҫҫӗ. Кинемей паян Семигулла ывӑлӗпе тата Назия кинӗпе пурӑнать. Вӗсем те ҫамрӑках мар ӗнтӗ. Ҫитес кӑрлач уйӑхӗнче хӑйсен ылтӑн туйне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
2010 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Шупашкар хулин Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицейӗ Чӑваш Республикинчи шкулсенче 4-мӗш класра вӗренекенсемпе математика тата музыка ӑнкарӑвӗ (музыка профилӗ), 7, 8, 9-мӗш классенче вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхипе литератури тата вырӑс чӗлхи (чӑваш чӗлхипе пултарулӑх профилӗ), биологипе математика (химипе биологи профилӗ), физикӑпа математика (физикӑпа математика профилӗ) олимпиади ирттерет. Ҫавӑн пекех 6-7-мӗш классене (музыка профилӗ), 9, 10-мӗш классене (профильне хӑвӑр суйлатӑр) вӗренме илеҫҫӗ. Вӗсем валли те олимпиадӑсем пӗр вӑхӑтра иртеҫҫӗ. Олимпиадӑна хутшӑнакансен лицея 9 сехет тӗлне ҫитмелле. Предметсен олимпиади 10 сехетре пуҫланать. Олимпиадӑра ҫӗнтернисене тата палӑрнисене 14:00 сехетре чыслаҫҫӗ.
Адрес: Шупашкар хули, Граждан урамӗ, 54 ҫурт. Лицея 11, 17-мӗш троллейбуссемпе «Яноушек урамӗ» чарӑнӑва ҫитмелле. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 31-54-61. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче пурӑнакан Ирина Фадеевна Фадеева 100 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе саламлама районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пай пуҫлӑхӗ Анатолий Константинов ертсе пыракан сумлӑ делегаци пычӗ. Вӗсем юбиляра «Аслӑ ҫӗнтерӳ — 65 ҫул» медаль, хаклӑ парнесем, чечек парса саламларӗҫ. Районти ЗАГС сотрудникӗ Светлана Николаева Ирина Фадеевнӑна районӑн Ҫемье хисепӗн кӗнеки ҫине алӑ пустарчӗҫ. «Ку кӗнекене 2000-мӗш ҫултанпа йӗркеленӗ, — терӗ Светлана Валерьевна, — Унта ҫемье ыйтӑвӗпе пулакан чи сумлӑ ӗҫсене ҫырса пыратпӑр. 100 ҫула ҫитнӗ иккӗмӗш хӗрарӑм ку кӗнеке ҫине алӑ пусрӗ, район историне кӗрсе юлчӗ». Вӑрман-Ҫӗктер ял администраци представителӗсем те И.Фадеевӑна чысларӗҫ, парнесем парса саламларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Аслӑ Микушкино шкулӗ Самар облаҫӗн «Пехил» чӑваш культура обществи ҫирӗм ҫул ытла Самар облаҫӗн Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствипе пӗрле чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе йӑли-йӗркисене — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн хаклӑран та хаклӑ еткерне сыхласа хӑварассипе ӗҫлет. Кашни ҫул ирттерекен пысӑк мероприятисен шутне ача-пӑча фольклор конкурсӗпе спартакиада кӗреҫҫӗ. И.Я.Яковлевпа К.В.Иванов ҫуралнӑ кунӗсене, Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне, йӑлана кӗнӗ «Уяв» тӗлпулӑва халалланӑскер кӑҫал вӑл ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче вуннӑмӗш хутчен иртет. Мероприятие вӑтам шкулсемпе вырсарни шкулӗсен 5–11 класс ачисем хутшӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча фольклор конкурсӗпе спартакиадине Исаклински районӗнчи Аслӑ Микушкинӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта йӗркелеме палӑртнӑ. Мероприятие ҫӗр каҫмаллипех килекенсене йӗркелекенсем хӑйсемпе пӗрле палатка, ҫывӑрмалли михӗ, ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ, вутӑ илсе килме тата похода кайма юрӑхлӑ тӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |