Сывлӑхлӑ пурӑнас тесессӗн спортпа яланах пӗр чӗлхеллӗ пулмалла. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса ӗнтӗ пирӗн ентешсем спортпа туслӑ пулса сывлӑха кӑна мар ҫирӗплетеҫҫӗ, хӑйсен ятне те Раҫҫей шайӗнче ҫӗклеме пултараҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем пуҫланнӑ. Ҫӗршыври 21 регионтан килсе ҫитнӗ спортсменсем тӑватӑ кун хушши «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри» тата «Кросс-кантри» олимп дисциплинисемпе ӑмӑртӗҫ.
Утӑн 18-мӗшӗнче Юккире хӗрарӑмсен тата арҫынсен хушшинче тухса ӳкмелли чупу иртнӗ. Республика чысне хӳтелекен Вера Андреева вара ҫак ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Питӗр хула чысне хӳтӗлекен Оксана Рыбакова ҫӗнсе илнӗ, финиша виҫҫӗмӗш Мускав спортсменки Гузель Ахмадуллина тухнӑ.