Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ палӑк эскизне ҫирӗплетнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 19.07.2013 14:00 | 941 хут пӑхнӑ

Тем тесен те паян эпир тутӑллӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр. Тӳпере ҫут хӗвел хӗртет, чунра лӑпкӑлӑх. Паянхи пурнӑҫпа туллин килленсе пурӑнма вара пире вӑрҫӑра мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ салтаксем панӑ. Ҫавӑнпа та тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑсенче пуҫ хунӑ салтаксен паттӑрлӑхне пирӗн нихӑҫан та манмалла мар.

Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Чечен республикинчи хӗрӳ харкашура пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мрамор плити вырӑнӗнче ҫӗнӗ мемориаллӑ комплекс хута яма планлани ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Утӑн 15-мӗшӗнче вара хула мэрин ӗҫ пухӑвӗнче ҫӗнӗ палӑкӑн эскизне ҫирӗплетнӗ. Эскиз проекчӗсене пӑхса тухнӑ чухне пуҫ хунӑ салтаксен амӑшӗсен шухӑшӗсене те шута хунӑ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсенчен вара ытларах «Ҫурҫӗр Кавказ лаптӑкӗнче ҫапӑҫнӑ вӑрҫӑ ветерансен союзӗ» обществӑлла организаци сӗннӗ эскиз кӑмала кайнӑ.

Шупашкар хула администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх суйланӑ эскиз ҫитменлӗхӗсене архитектура тата хула тӑвӑмӗн управленийӗ юсама шантарнӑ.

Ҫурла уйӑхӗ тӗлнелле ку ӗҫ-пуҫпа кирлӗ документсене пуҫтарма планланӑ. Асӑннӑ паха ӗҫ валли укҫа-тенкӗ хысна шучӗпе мар пухӗҫ.

#Шупашкар, #парксем, #палӑксем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем