Комбайна канма памаҫҫӗ Трак тӑрӑхӗнче вырма ӗҫҫи хӗрсех пырать. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне 1456 гектар ҫинче тӗш тырӑ вырса тата ҫапса илнӗ. Вӑл типӗ ҫанталӑкра упранса юлнӑ лаптӑкӑн 31 проценчӗ пулать. Кӗрхи тӗш тыррӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкне илес пулсан, унӑн 91 процентне ҫапса илнӗ те ӗнтӗ. Уй-хирте пӗтӗмпе 22 комбайн ӗҫлет. Тырпула пухса кӗртессипе пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесси те кал-кал пырать. Фермерсем тата коллективлӑ хуҫалӑхсем ҫапса илнӗ лаптӑксенчи улӑма ҫийӗнчех урана хываҫҫӗ. Улӑма пӗтӗмпе 995 гектартан пухса хунӑ. Улӑмран пушаннӑ лаптӑксенчен 230 гектарне сухаласа пӑрахнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫарассипе те тимлеҫҫӗ трак енсем. Ку таранччен 1850 т утӑ (67,6%), 4220 т сенажа (95,5%), 2380 т силос (37,2%) хатӗрленӗ. Килес ҫулхи тыппул шӑпи ҫинчен те манмаҫҫӗ красноармейскисем. Кӗр тыррисем акса хӑварма 1806 га ҫӗр хатӗр те ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑрӑшкасси пӗви. 2006, утӑ, 31. Шупашкар районне кӗрекен ял тӑрӑхӗсем те, хӑш-пӗрисемсӗр пуҫне, уяр ҫанталӑка пула йывӑрвӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Сӑмахран, Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче те шыв уҫлакан башньӑсем чӑтаймаҫҫӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине пула шыв ҫитми пулнӑ. Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ: «Шыв пурне те кирлӗ, ҫынсене те, ӳсентӑрансене те, выльӑх-чӗрлӗхне те. Насусӗсем чӑттӑрччӗ ҫеҫ», — тет. Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫакнашкал: кӑҫалхи ҫанталӑка пула ҫӑлсем типсех ларнӑ. Ҫырма таврашӗнчи пӗвесем те малттанхи шая ҫитеймеҫҫӗ. Чӑрӑшкассинчи ҫырмара 1985-86 ҫулсенче бетон ҫаврашкасем ярса ҫӑл тунӑ пулнӑ. Вӑл ҫӑла Дмитрий Серебряков ҫине тӑнипе алтнӑ, вырнаҫтарнӑ. Пурӑна киле, ялсенче шыв салатакан колонкӑсем ӗҫлеме тытӑнсан, ҫак ҫӑл пирки халӑх маннӑ. Кам утас килтӗр ӗнтӗ ҫырмана? Малтан унти шыва ӑсма халӑх утатчӗ. Халӑхӑн авалхи йӑлипе ҫӗнӗ мӑшӑра шыв ҫулӗ пуҫлама илсе кайни те пулнӑ. Кӑҫал ҫак ҫӑла каллех чун кӗчӗ темелле. Халӗ унта халӑх бидонсемпе те витресемпе шыв ӑсма ҫӳрет. Колонкӑсем шыв парсах кайман чухне вӑл чухах пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑрӑнтӑк ялӗ картта ҫинче Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланать. Ҫумӑрӗ те пулин ҫумасть-ҫке. Ҫакнашкал лару-тӑру хӑш-пӗр ыйтӑва уҫӑмлӑн ҫӗклет, уйрӑмах халӑха шывпа тивӗҫтерессине. Шыв пулмасан кӑҫалхи ҫу кунӗнче ытла та йывӑр-ҫке — ҫӑлкуҫсем типе-типе лараҫҫӗ, юханшывсемпе пӗвесенче шыв хухать. Пӗлтӗр кӑна сиксе каҫмалла мар шыв урлӑ кӑҫал ним мар утса каҫан. Ялти шыв башни ӗҫлемесен вара — чӗр нуша. Ял халӑхӗ вара кӑҫал тинех манӑҫа тухнӑ ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсем пирки асаиле пуҫларӗ. Трак тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑк ҫыннисем те хӑйсен ҫӑлкуҫне тирпей кӗртме шутларӗҫ. Гагарин урамӗнче пурӑнакансем утӑн 21-мӗшӗнче пухӑнчӗҫ те кӗреҫесем йӑтса ҫав ҫӑлкуҫа тасатрӗҫ. Романов Вячеслав, Митрофанов Вениамин, Герасимов Геннадий, Иванов Валерий, Максимов Владимир кунӗпе ӗҫлерӗҫ те ҫӑлкуҫа тирпей кӗртрӗҫех. Халӗ ӗнтӗ кунти сиплӗ шыва пурте килсе ӗҫейреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗнӗ кӗнекеЧӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта кӗнӗ повеҫсемпе калаври ӗҫ-пуҫ паянхи улшӑнса тӑракан саманари пӑтӑрмахлӑ ҫаврӑмсенче пулса иртет. Этем чунӗ тата сипечӗ темле йывӑрлӑха та ҫӗнтернине, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсен телейне яланах тупнине автор пурнӑҫри кӑткӑс самантсем, геройсен характерӗ витӗр ӗнентерӳллӗн те туйӑмлӑн кӑтартать. Шӑпа тени ют ҫынсенчен е кӗтменлӗхсенчен мар, этемрен хӑйӗнчен кӑна килнине кӑсӑклӑ сюжет йӗрӗсем уҫҫӑн та курӑмлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӗнекери тӗп харкамҫӑ — паянхи хӗрарӑм, вӑл элекпе суяна, тӗрлӗ пӑтӑрмаха ҫӗнтерсе чунӗпе ҫирӗпленсе тухма вӑй ҫитерет. Ҫыравҫӑ чӑваш ялӗ сывлӑш ҫавӑрса илсе ҫӗнӗрен мӑнаҫлӑн чӗрӗлсе тӑрассине, халӑх кун-ҫулӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнассине чунтан ӗненет. «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» повесть пуҫласа пичетленет, ытти хайлавсене вулакансем ыйтнипе кӗнекене тепӗр хут кӗртнӗ. Кӗнекене Шупшкарти «Книжные новинки» лавккасенче туянма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Картлашкапа анса хӑпарма ҫӑмӑл Шӑрӑх... термометр 30-40 градус кӑтартать. Пӗвесем, юханшывсем типеҫҫӗ. Ял халӑхӗ ҫӑлкуҫсене тасатма тухни ку ҫул йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Пӗр ял тӑрӑхӗнчен, тепӗр ял тӑрӑхӗнчен хыпар килет — ял халӑхӗ нимелле вырӑнти ҫӑлкуҫсене тасатать, тирпей кӗртет. Ак нумай пулмасть, утӑн 17-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Карапаш ял ҫыннисем те хӑйсен ҫӑлкуҫне тасатма тухнӑ. Хурӑн карти урамӗнчи (вырӑсла Березовая) кашни килтен ҫак сӑваплӑ ӗҫе пуҫтарӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле кам витре, кам кӗреҫе илсе тухнӑ. Вӗтӗр-шакӑр та юлман — аслисемпе пӗрле ӗҫлеме тухнӑ. Нимене пурӗ вӑтӑр ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Маларах ку ҫӑлкуҫ пури йывӑҫран пулнӑ. Каярах тимӗртен туса хунӑ пулнӑ. Чылай хушӑ усӑ курманран ӑна курӑк та таптаса илнӗччӗ. Кункра патне ҫын ҫӳрет-ха, ҫӑл шывӗ патне каякан ҫул вара манӑҫа туха пуҫланӑччӗ. Ҫӑлкуҫа юлашки хут 2004 ҫулта тасатнӑ. Ӑна тасатса, тирпейлесе тӑраканни Оливанов Вячеслав Гаврилович пулнӑ. Шел те, вӑл ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн ун ӗҫне тӑсакан пулман. Ҫакна асра тытса ӗнтӗ кӑҫал ҫӑлкуҫа ял халӑхӗ тирпейлесех терӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Семиловӑри пушар Чулхула облаҫӗнчи Выкса районне кӗрекен Семилово ялта пысӑк инкек сиксе тухнӑ — 34 киллӗ ялта 25 ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Хӑрушӑ пушар утӑн 25-мӗшӗнче, вырсарникун, алхаснӑ. Вырӑнти МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ҫын та суранланман. Кил-ҫуртсар юлнӑ ҫынсене (ялта пурӗ 49 ҫын пурӑннӑ) юнашарти Ҫӗнӗ Дмитриевкӑри шкулта вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсемпе психиатрсем ӗҫлеҫҫӗ. Пушар Кисан облаҫӗ енчен килнӗ иккен, ун лаптӑкӗ 2 пин гектара сарӑлнӑ. Вут-ҫулӑм хальхи вӑхӑтра Сноведьпе Норковка ялсемпе, Осиповкӑпа Унор посёлоксем патне ҫывхарать. Вӗсенче пырӑнакан ҫынсен те хӑйсен килӗсене пӑрахса кайма тивет пулмалла. Пушарпа пурӗ 437 ҫын кӗрешет, вӗсене пулӑшма салтаксене те янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Правительство ҫурчӗн Пысӑк лару залӗ Утӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр 30-мӗш ларӑвӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 14 сехетре. Правительство ҫурчӗн Пысӑк лару залне пухӑнса депутатсен пӗртен-пӗр ыйту сӳтсе явмалла пулӗ — Д. Медведев сӗннӗ Игнатьев Михаил Васильевич Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнма тивӗҫлӗ е ҫук. Пулас президент кандидатурине Раҫҫей президенчӗ утӑн 21-мӗшӗнче тӑратсаччӗ. Ларӑва пухӑннӑ депутатсем умӗнче Рапота Г.А., Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей Президенчӗн тулли праваллӑ представителӗ сӑмах тухса калӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шифер сӳтеҫҫӗ Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем ҫуллахи вӑхӑтра ахаль лармаҫҫӗ — вулавӑшсене, культура ҫурчӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Нумай пулмасть Якунекассинчи вулавӑш умӗнче карта тытса тухрӗҫ, керамика плитисенчен тротуар сарчӗҫ, тӑррине тата чӳречисене сӑрласа тухрӗҫ. Халӗ вара черетпе Иккӗмӗш Хурамашри культура ҫуртне тирпей кӳме тытӑнчӗҫ — стенисемпе чӳречисене сӑрлама та ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Ҫурт тӑрринчи шифер тахҫанхиех, ҫавӑнпа ӑна та хальхи вӑхӑтра анлӑ усӑ куракан профнастилпа улӑштарасшӑн. Ку ӗҫре вӗсене ялти ҫамрӑксем те пулӑшаҫҫӗ — культура ҫурчӗ ытларах вӗсене кирлӗ-ҫке.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Каяша уйрӑммӑн пухмалли контейнерсем Шупашкарӑн Мускав районӗнче тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухасси епле пынине, унӑн пӗрремӗш тапхӑрне тишкернӗ. Пурӗ районта каяша уйрӑммӑн пухма май паракан контейнерсемпе 46 площадка хатӗрленӗ. Ун валли 138 ҫӗнӗ контейнер вырнаҫтарма тивнӗ. Хула ҫыннисем тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳп-ҫапа уйрӑммӑн пухма хатӗр пулнине палӑртнӑ — ҫак вӑхӑт хушшинче контейнерсене усӑ курса уйрӑммӑн 6,9 тонна кантӑк-кӗленче, 6,5 тонна пластик, 9,8 тонна хут турттарса тухнӑ. Ҫапла май 23 тонна ытла япала каяш купине мар, иккӗмӗш хут переработкӑна кайма пултарнӑ. Йывӑрлӑхсем пуррине те палӑртнӑ — ӗҫе йӗркелесси енчен, укҫа-тенкӗ енчен тата техника енчен тухакан ыйтусене татса пама тивнӗ. Йывӑрлӑхсене, уйрӑмах каяша уйрӑммӑн пухас ыйтӑва йӗркелессине, хула ҫыннисемпе куллен калаҫусем ирттерсе тата вӗсем ку ӗҫе хӑйсем хастаррӑн хутшӑнсан ҫеҫ татса пама пултарнине палартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Платка ялӗ картта ҫинче Утӑн 17-мӗшӗнче Платкари «Униче» уҫланкӑра 11-мӗш хут ял уявӗ иртрӗ. «Вӗрентекен ҫулталӑкӗ» ячӗпе Ҫырмапуҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ялти хисеплӗ вӗрентекенсене Ю. Федотовӑна, А.Михайловӑна, З. Николаевӑна, А. Андреевӑна, Н. Васильевӑна ачасемпе ҫамрӑксене тӗрӗс воспитани парас ӗҫре вӑй хунӑшӑн тав хучӗсем пачӗ, ӳлӗмрен те ял халӑхне пархатарлӑ ӗҫсемпе савӑнтарма ыр сунчӗ. Ҫавӑн пекех платкасене сумлӑ хӑнасем те саламларӗҫ. Чӑваш патшалӑх ялавне ҫӗклени — уяв уҫӑлнин палли. Кӑҫалхи уявра ӑна ӑна ҫӗклеме Н. Михайлова педагог тата Раҫҫей Федерацийӗн музыка обществин членӗ, тыл ӗҫченӗ Л. Ильина тивӗҫрӗҫ. Платка ял старости Зоя Андреева Аслӑ Ҫӗнтерӗве туптанӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ ятпа вӑрҫӑ ветеранне — Алексей Скворцовӑна, ҫавӑн пекех тыл ӗҫченӗсене, ялти чи ватӑ ҫынсемпе чи кӗҫӗннисене парнесем парса чыс турӗ. Вунпӗрмӗш хут иртекен уява «Янра, юрӑ» эстрада ансамблӗ илемлетрӗ. Ҫак кун «Униче» уҫланкӑ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе янраса ҫеҫ тӑчӗ. Ял ҫыннисене вырӑнти «Ҫӑлкуҫ» халӑх пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Сипет» ташӑ ушкӑнӗ пысӑк концерт лартса пачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |