![]() Урамра ҫил-тӑвӑл алхаснине пӑхмасӑрах Орининти культура ҫуртӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Хальхинче куракансене Оринино ял тӑрӑхӗн пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмӗсем «Суперхуняма» тупӑшура хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Акӑ вӗсем: Е.Ф. Никитина (Лантӑш ялӗ), Р.В. Ремнева (Чамӑш ялӗ), А.Е. Иванова (Оринин сали), Р.Е. Горшкова (Оринин сали), З.П. Галкина (Патаккаси ялӗ). Паянхи курав пуриншӗн те чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ. Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе Оринин ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Венера Апполоновна Васильева пухӑннисене ҫуркунне ҫитнӗ ятпа саламларӗ, конкурса хутшӑнакансене вара ӑнӑҫу сунчӗ. Конкурсанткӑсене хаклама ятарлӑ хаклавҫӑсене лартнӑ: В.И Вязов — Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ, С.А. Каликов — Муркаш районӗнчи культура ҫурчӗн директорӗ, М.А. Просов, ветерансен Канашӗн пайташӗ тата В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Канаш районӗнчи Асхва ялӗнчи культура керменӗнче «Канаш ен пики — 2013» конкурс иртнӗ. Ӑна чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗпе, юрри-ташшипе, апачӗпе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал унта 16 ял тӑрӑхӗнчен 17-25 ҫулсенчи 17 пике хутшӑннӑ. Чиперккесем ал ӗҫӗ тӑвас, апат пӗҫерес, юрлас-ташлас енӗпе ӑмӑртнӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулнипе савӑнтарнӑ. «Канаш ен пики — 2013» ята Ҫӗнӗ Шелттем ял тӑрӑхӗнчи Алиса Чайникова ҫӗнсе илнӗ. Ӑвӑспӳрт Кипечри Наталия Митрофановӑна вара жюри членӗсем «Хӳхӗм пике» тесе палӑртнӑ. Уҫырмари Ольга Николаева «Ҫепӗҫ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Янкӑлчри Анастасия Патшина ӑс-хакӑл енӗпе пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Шӑхасанти Елена Кирилловӑна вара куракансем ытларах килӗштернӗ. Пултаруллӑ хӗр-упраҫа тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ. «Чӑваш пики — 2013» Шупашкарта вара пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. |
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче юр кӳлеписен конкурсӗ иртнӗ. Чи кӑсӑкли — Шӗнерпуҫ ял каччисем юртан танк ӑсталани. Чӑннине аса илтерекен юр кӳлепене калӑплама Шупашкарти ҫыхӑну техникумӗнче вӗренекен Виталий Кириллов шухӑш тытнӑ. Ҫак ӗҫре ӑна унӑн юлташӗсем Сергей Шемаринпа Сергей Журавлев, ашшӗ Владимир Витальевич тата шӑллӗ Алексей пулӑшнӑ. Юр танка ял ҫыннисем кӑна мар, кӳршӗ ялсенчен те курма килеҫҫӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ. Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ. Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ. |
![]() 2011 ҫулхи литӑмӑрту элемӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса кӗнеке кӑларасси пирки пӗлтӗрхи конкурсра мала тухнисене чысланӑ чухне пӗлтерсеччӗ. Каланӑ сӑмаха пурнӑҫланӑ май хайлавсене пухма пуҫларӑмӑр. Пурӗ ҫӗре яхӑн хайлав пуҫтарӑнчӗ. Кӗнекен малтанлӑхи ячӗ (каярах, тен, улшӑнӗ) — «Ҫӑлтӑрлӑ ҫӑлкуҫ». Унта эпир унчченхи пекех вырӑн йышӑннӑ хайлавсене ҫеҫ мар, пичете юрӑхлисене пурне те кӗртрӗмӗр. Паллах, хӑшӗ-пӗрне юсама та, тен, тивӗ — ку ӗҫе майӗпен туса пырӑпӑр. Авторсем те хӑйсен ӗҫӗсене якатса парасса шанатпӑр (пире пӗлтерме ан манӑр!) Яланхи пекех кӗнекене эпир ачасен ӳкерчӗкӗсемпе илемлетесшӗн — ун валли ятарласа ӳнер ӑмӑртӑвне пуҫаратпӑр (уйрӑм хыпарпа пӗлтерӗпӗр). Тивӗҫлӗ ӳкерчӗксем кӗнерере вырнаҫӗҫ. Паян вара кӗнекене кӗртме палӑртнӑ хайлавсен йышне пӗлтеретпӗр: Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хӗрачасем, хӗрсем, хӗрарӑмсем! Асаннесем, кукамайсем! Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе, Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлать! Ҫуркуннехи тавралӑх епле капӑр, эсир те ҫавӑн пекех илемлӗ пулӑр, ҫуркуннехи ҫил епле ӑшӑ эсир те ҫӑвӑн пекех ӑшӑ кӑмӑллӑ пулӑр. Телей, юрату ан иксӗлтӗр сирӗн пурнӑҫра! |
![]() Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат Пушӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче халӑх пухӑвне ирттерме палӑртнӑ. Тӗп ыйтусем иккӗ: тӗп хулари Г.С. Лебедев ячӗлле лицейне-интерната хупассинчен хӳтӗлесси тата 10-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемшӗн вӗренӳ тӳлевсӗр пулмаллине ҫирӗплетесси. Ҫавӑн пекех Шупашкарти 6-мӗш вӑтам шкула пуҫламӑш шкул шайне антарнине те хирӗҫлесси пулӗ. Митинг 12 сехетре пуҫланмалла. Ӑна Чӑваш Ен Патшалах Канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романова йӗркеленӗ, тӳре-шара ирттерме ирӗк панӑ. Малтанлӑха хатӗрленӗ халӑх пухӑвӗн резолюцине республикӑн вӗренӳ министрне Владимир Иванова тата Шупашкар хулин администраци пуҫлӑхне Алексей Ладыкова ӗҫрен хӑтарма ыйтни пур. Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей хальхи вӑхӑтра, пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен, ӗҫлемест. Юсав ӗҫӗсем тумалла тесе хупнӑ ӑна, анчах ӗҫе пуҫламаннипе перех. 270 миллион тенкӗ тӑкаклама планланӑскер лицея пӗр миллион ҫеҫ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нарӑс уйӑхӗнче Хусанти федераллӑ (Атӑлҫи) университетра Атӑлҫи студенчӗсем хушшинче халӑх пултарулӑхӗн «Национальное достояние» I фестивалӗ иртрӗ. Унта Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗрлӗ аслӑ шкулсенче вӗренекен 200 ытла студент хутшӑннӑ. Тӗрлӗ номинаципе ӑмӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетчӗн маттурӗсем те вӑй виҫрӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗ Владислав Московцев (ерт. — И. И. Иванов доцент) «Илемлӗ сӑмах-соло» номинацире тупӑшса пӗрремӗш вырӑн, тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Константин Рязанов «Вокал-соло» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Эпир пултаруллӑ студентсене пӗтӗм ӑшӑ кӑмӑлпа саламлатпӑр, пултарулӑхра, вӗренӳре татах та пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакци ӗҫченӗсем вулакансемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫу хаҫат пуласлӑхӗ пирки ҫаврӑнчӗ. Редакци 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ. Ку вӑл облаҫри чӑвашсен автономи ҫурчӗ. Халь редакцие 2 пӳлӗм уйӑрса панӑ, ӗҫ условийӗсем лайӑхланнӑ. Н.Н.Ларионов тӗп редактор чи малтан 2012 ҫулта хаҫат страницисенче ирттернӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене дипломсем парса чысларӗ, тираж ан чактӑр тесе мӗнле ӗҫсем туса пынине каласа пачӗ. Ҫаплах вӑл «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ, вырӑнти ҫыравҫӑсем кӗнеке ҫине кӗнеке кӑларнине палӑртрӗ. Журналистсем хӑйсен ӗҫӗсем пирки каларӗҫ. Вулакансем хаҫата илӗртӳллӗрех тума сӗнӳсем пачӗҫ: ачасем, ҫамрӑксем, спорт пирки ытларах ҫырмалли пирки пусӑм туса калаҫрӗҫ. РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман поэт вара: «Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ытти регионсенчи чӑвашсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесси, чӑваш чӗлхине аталантарасси пирки пӗр сӑмах та каламанни пӑшӑрхантарать. Эпир те чӑваш тӗнчине кӗретпӗр вӗт. Шупашкарсене кирлӗ мар-ши вара эпир? |
![]() Ку эрнере пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӗ. Чаплӑ кун. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ӑна уявлама темиҫе эрне маларах хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Уяв умӗнхи кунсенче вара мероприятисен шучӗ уйрӑмах нумай. Ак Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче те «Супермама» (чӑв. Суперанне) шоу-программа ирттерчӗҫ. Ӑмӑртӑва 2, 4, 7 класра вӗренекенсен амӑшӗсем хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах хӑйсен маттурлӑхне шкулта ачисен кӑтартмалла пулчӗ — вӗсем хӑйӗн амӑшӗ ыттисенчен лайӑхраххи пирки ӗнентермелле каласа пачӗҫ. Малалла вара амӑшӗсем тупӑшрӗҫ — ӑмӑрту йӗркелевҫисем вӗсем валли тӗрлӗрен конкурссем хатӗрленӗ иккен: «Ума палата» (чӑв. «Ӑс-тӑн ҫӳпҫи»), «Угадай мелодию» (чӑв. «Ку кӗвве пӗлетӗн-и?»), «Устами младенца» (чӑв. «Пепке сӑмахӗпе»), «Мысли на расстоянии» (чӑв. «Инҫетри шухӑшсем») тата ыттисем. Килтен туса килмелли пай та пурччӗ — апат пӗҫерсе килесси. Хутшӑнакансем тупӑшура балсем пухса пычӗҫ. Тӳресен йышӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗн ветерансен канашӗн председателӗ Максимова Т.В., Лапсар ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Козякова Л.Г., Лапсар ял тӑрӑхӗн ИКЦ директорӗ Афанасьева И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |